АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырăна тухса калаçнă

29 августа 2012 г.

Тунти кун районта Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн çумĕ Е.Юшин ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Евгений Васильевич Çĕнĕ Пинер çывăхĕнчи Кĕçĕн Çавал юппине тÿрлетес пирки вырăна тухса канашлу ирттернĕ. Унта вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Софроновпа, "Чувашгипроводхоз" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн директорĕпе И.Алексеевпа, район администрацийĕн инфратытăм аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕпе В.Алантьевăпа, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕпе В.Федоровпа, Энтрияль тăрăхĕн пуçлăхĕ- пе А.Михайловпа калаçнă.

Тĕрĕслевçĕсем ытти объектсене те çитсе курнă. Вĕсенчен пĕри – Мăкăр ялĕнчи пĕве. 2011 çулта ăна Федераци бюджетĕнчен уйăрнă укçапа тĕпрен юсанă. Чакаç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Михайлов плотинана йышăннине çирĕплетекен документ çине алă пуснă.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика