АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшне асăрхаттараççĕ

29 августа 2012 г.

Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа Раççейре ачасене курма юраман телевидени передачисене обязательнăй йĕркепе маркировка тăваççĕ.

Передачăсене пĕлтерĕшне тата ачасен ÿсĕмне кура "0Ç", "6Ç", "12Ç", "16Ç", "18Ç" графика паллисемпе уйăраççĕ. Çак паллă хăйĕн калăпăшĕпе телеканал логотипĕпе пĕр виçеллĕрех, экран çинче сакăр çеккунтран ытла тăмасть. Кунсăр пуçне, информаци продукчĕн паллине теле- тата радиопередачăсен программисенче те кăтартаççĕ. Информаци хăрушсăрлăхĕн пирвайхи паллисем ку эрне валли пичетленнĕ программăра пур.

"Ачасене вĕсен сывлăхне, аталанăвне сиен кÿрекен информацирен хÿтĕлесси" саккунпа килĕшÿллĕн 6 çула, 12, 16, 18 çула çитмен ачасене курма-итлеме юраман информаци продукчĕсене обязательнăй йĕркепе маркировкăламалла. Ку çĕнĕлĕх музыка каналĕсене те пырса тивет. Чылай чухне унта ачасене пăхма юраман видео клипсем кăтартаççĕ. Историпе илемлĕх, культура тĕлĕшĕнчи пысăк пĕлтерĕшпе çыхăнтарса хатĕрленĕ рекламăпа информацишĕн кунашкал чару çук.

Роскомнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика