29 августа 2012 г.
Потребкооперацин чи пысăк пуянлăхĕ вăл – пултаруллă та ĕçчен çынсем. Кашнинех хăйне евĕр интерес, кăмăл-туйăм, анчах та юратнă ĕçе, тăван потребкооперацине вĕсем пĕтĕм чунне параççĕ. Çакна вырăнти райпон ертÿçисем хăйсем те курса-туйса тăраççĕ. Августăн 24-мĕшĕнче райпо Совечĕн председателĕ Валерий Павлов тата правлени председателĕ Иван Иванов организацин ветеранĕсемпе ĕçченĕсене Канаш райповĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламласа ăшă сăмахсем каларĕç.
Уява ватти те, вĕтти те йышлă пуçтарăнчĕ. Атнаш ялĕ варрине вырнаçнă куллен кирлĕ таварсен лавкки умĕнче йĕркеленĕ уяв мероприятине çывăхри ялсенче пурăнакансем, районти суту-илÿ системинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисем, паян вăй хуракансем, пайщиксем килчĕç. Шупашкартан та хăнасем пулчĕç: Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ Андрей Данилов, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçин çумĕ Юрий Алексеев, "Капитал Плюс" тата "Восточно-Европейская дистребьютерская компания" ОООсен директорĕсем Алина Игнатьевăпа Сергей Васильев. Кунсăр пуçне райпо уявне килнисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров, Киров ячĕллĕ хуçалăх председателĕ Николай Андреев, "Россельхозбанк" АУПăн управляющийĕ Тимур Волков тата ыттисем те саламларĕç, наградăсем пачĕç.
Канаш райповĕ "Надежный партнер" номинацире хăйĕнпе нумайранпа тачă çыхăнса ĕçлекен шанчăклă тусĕсене, ĕçтешĕсене тав туса статуэткăсем пачĕ. 82 çул каялла райпона йĕркеленĕ çынсене ятран асăнни уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Нина Ивановна Юдина потребкоопераци тытăмĕнче 40 çул ытла вăй хунă, вĕсенчен 29 çулне – тĕп бухгалтер пулса. Иван Петрович Алешкин райпора 29 çул ĕçленĕ, çав шутран 11 çулне райпо ертÿçинче. Елизавета Михайловна Ильинан райпори ĕç стажĕ – 45 çул! Раиса Алексеевна Иванова аслă повар "Кĕçĕн Çавал" кафене 15 çулта ĕçлеме килнĕ. Çак предприятие хывнă çула вăл пĕр улшăнмасăр 49 çул такăрлатать. Ухманти магазин сутуçи Римма Васильевна Васильева тата ыт. те 30 çул ытла халăха куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтереççĕ.
Маякри пекарньăра ĕçлекен Ендеровсен династине уйрăм тав сăмахĕ тиврĕ. Çемье династийĕн пуçĕ Валентина Васильевна Ендерова пекарньăра 32 çул кондитер пулса ĕçлет. Династин пĕтĕ-мĕшле стажĕ 132 çулпа танлашать. Ку тапхăр ытти династисенчен чи пысăкки.
Уява районти культура çурчĕн ĕçченĕсем тата Шупашкартан килнĕ юрăçсем хăйсен савăк та çепĕç юррисемпе илемлетрĕç. Çумăра пăхмасăрах тĕрлĕ вăйă-конкурс ирттерчĕç, пирĕн райпон лавккисенче сутакан кĕпе-тумтир куравне те йĕркелерĕç.
Суту-илÿçĕсен уявĕ каçченех пычĕ. Унта хутшăннисен асĕнче вăл нумайлăха юлĕ.
А.ТЯМИНА.