24 августа 2012 г.
Шупашкарти "Спартак" стадионта хула кунне халалласа мини-футболла, волейболла выляса, вĕрен туртса "Туслăх кубокĕшĕн" ăмăртнă. Хула пуçлăхĕн тĕп парнишĕн – куçса çÿрекен кубокшăн – республикăри 22 ентешлĕхĕн командисем кĕрешнĕ.
Командăсем хушшинче пĕрремĕш вырăна элĕксен ентешлĕхĕн команди çĕнсе илнĕ, иккĕмĕшне – канашсем, виççĕмĕшне – муркашсем. Вĕсене спорт инвентарĕ туянма 50, 40 тата 30 пин тенкĕлĕх сертификатсем, медальсемпе дипломсем панă.
А.ВИТАЛЬЕВ.