24 августа 2012 г.
Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕн ятарлă распоряженийĕпе килĕшÿллĕн нумаях пулмасть çÿлерех асăн-нă управленин начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçласа пыракан Ф.Фомин Канашра тĕл-левлĕ тĕрĕс- лев йĕркеленĕ. Вăл пирĕн тăрăхри лару-тăрăва тĕпченĕ, çакă районта пушарсен хисепĕ ÿснипе тата вут-кăварта вилекен çынсен шучĕ пысăкланнипе çыхăннă пулнă.
Ĕç планĕпе килĕ-шÿллĕн надзор ĕçĕн пайĕн начальникĕ А.Шакин тата 15-мĕш ПЧ начальникĕ Ф.Смирнов пушарсен шучĕ ÿснĕ тата инкекре çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă ял тăрăхĕсене çитсе килнĕ (Карăклă, Вăтакас Кипеч, Асхва). Вĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем вут-кăвара хирĕç кĕрешессине еплерех йĕркеленипе кăсăкланнă. Тĕрĕслевçĕсене çавăн пекех вырăнта муниципаллă пушар хуралĕ тата хăйсен ирĕкĕпе вут-кăвара хирĕç кĕрешекенсен ушкăнне йĕркелесси интереслентернĕ. Вĕсем ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе ял халăхĕпе ятарлă вĕрентÿ ирттермелли çинчен калаçнă тата ытти чылай çивĕч ыйтăва хускатнă.
О.ОКРУЖНОВ,
аслă инспектор.