АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ай, юрлар-и, савăнар-и, пĕр çемье пек пурăнар-и?

24 августа 2012 г.

Кăшнаруй ял тăрăхĕнче кашни çулах ял уявĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ.

Кăçалхи ял уявĕ уйрăмах асра юлмалла иртрĕ. Июлĕн 28-мĕшĕнче ялта ирпе-ирех трактор-машина чупма пуçларĕ. Çынсем мотоциклсемпе, мотоблоксемпе ял уявĕ вырăнне илемлетме пуçтарăнчĕç. Пурте пĕр çын пек пулса уяв уçланкине ытармалла мар илемлетсе хучĕç. Куракансем валли илемлĕ саксем туса панă.

Ĕлĕкхи тата хальхи ал ĕç ăстисен япалисен куравне ирттерчĕç. Вĕсене кашниех питĕ интересленсе пăхрĕ. Пĕчĕк ачасене хултăрчă килĕшнĕ. Калаçма пĕлменнисем те çавăрса пăхаççĕ.

Кĕçех Кăшнаруй культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхне кăтартма пуçларĕ. Концерта ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Никоноров хатĕрленĕ. Ертсе пыраканĕсем – Светлана Григорьевăпа Елена Иванова. Вĕсем концерт программине Раççей историйĕн çулне халалланă. Кăшнаруй ял историйĕпе çыхăнтарса 1780 çултан пуçласа 2012 çула çитрĕç. Шыв юххи пек юрă хыççăн юрă шăранса юхать. Ытла та маттур Кăшнаруйăн çыннисем! Вĕсене пăхсан хамăрăн та юрлас килет. Çав хушăрах кулăшла шÿтсем çинчен те манмаççĕ. Çанталăкĕ тата ытармалла мар илемлĕ. Уçланкă юмах тĕнчи пек. Кĕçех сцена çине 87 çулти Татьяна Егорова тухрĕ те, никам та пăлханмасăр лараймарĕ. Пĕр чарăнмасăр такмаксем каласа ташларĕ. Килес çул та çаплах савăнтар, Татьяна аппа! Никоноровсен çемйи те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. К.Архипова, Г.Ефимова, А.Никонорова юрлани пурне те тыткăнларĕ. Шупашкар артисчĕсенчен пĕрре те кая мар. Маттур, хĕрсем! Шкул ачисем те хăйсен ташши-юррипе савăнтарчĕç. Ăнăçу сире, ачасем! Кăшнаруй ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Коми Республикинче пурăнакан Екатерина Кузьмина та хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кăçал "Почетный гражданин-2012" ята илме Надежда Никонорова тивĕç пулчĕ. Вăл Анат Сурăм ялĕнчи пекарньăра ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура.

Ял халăхне саламлама "Энтрияль" фольклор ушкăнĕ те килчĕ. Вĕсене вăхăт тупса килнишĕн тав сăмахĕ калатпăр. Ĕçре те, пурнăçра та телей сунатпăр!

Спорта юратакансем футболла, волейболла вылярĕç. Кăшнаруй, Анат Сурăм, Шуркасси ялĕсен командисем ăмăртрĕç. Спорт вăййисене йĕркелеме ытларах Петр Константинов тăрăшрĕ.

Ку уяври апат кухни халĕ те куç умĕнче. Пурте чикансем пек тăхăннă. Кухня ячĕ те "Цыганский дворик". Çамрăксен урамĕн хĕрĕсемпе каччисене тутлă какай шÿрпишĕн тата пулă яшкишĕн пурте чĕререн тав турĕç.

Уяв уçланки çур çĕр çитичченех ташă-юрăпа, вăйă-кулăпа тулчĕ. Юлашкинчен илемлĕ уяв салючĕ пулчĕ.

Çак уява ирттерме ял администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Шакова нумай тăрăшрĕ. Ял çыннисене пĕр çемье пек пурăнма сĕнчĕ.

Хальхи вăхăтра укçасăр нимĕн те тăваймăн. Çавăнпа та спонсорсене тав тумасăр хăварма çук. Вĕсен ĕçĕсем ăнса пыччăр!

С.ГРИГОРЬЕВА,

Кăшнаруй ял библиотекин заведующийĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика