АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чĕрĕ пурнăç илемĕн ăстисем

24 августа 2012 г.

Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче "Авалхи тĕрĕксен йĕрĕпе" куравăн презентацине ирттернĕ. Унта Шупашкарти ремесленниксен гильдийĕн ĕçĕсене тăратнă. Вĕсем – Петр Мазуркинăн йывăçран касса кăларнă япалисем, Валентина Илемĕн картинисем тата Фатима Гисматуллинан тăмран тунă савăчĕсем.

Курава çак ĕçсен авторĕсем, Канашри ремесленниксен гильдийĕн членĕсем, хулари ачасен художество шкулĕнче вĕренекенсем, преподавательсем килнĕ. Музей директорĕ Маргарита Данилова презентацие уçса декоративлă илем искусствин çакăн пек шайлă куравĕ халĕччен пулманнине пĕлтернĕ.

Петр Мазуркин пурнăçне йывăçран тĕрлĕ эреш касса кăларассине халалланă. Унăн ячĕ Чăваш Енпе Раççейре кăна мар, чикĕ леш енче те паллă. Ăстаçăн хайлавĕсем Чăваш патшалăх илемлĕх, наци, Раççейĕн Питĕр хулинчи этнографи, Суздальти халăх пултарулăхĕн, Болгарири Пловдив округĕнчи Баня салинчи тавра пĕлÿ, Венгрири Эгер хулинчи тавра пĕлÿ музейĕсенче упранаççĕ. Унăн тĕп ĕçĕсем – чÿлмексем, пыл тата сăра чĕресĕсем, сĕтел-тронсем, чÿрече хашакĕсем, картинăсем вырнаçтармалли рамкăсем, вазăсем, вак скульптура кĕлеткисем, кăкшăмсем, барельеф композицийĕсем, братинсем.

Петр Яковлевичăн пурнăçĕ музыкăпа тачă çыхăннă. Вăл Крупская ячĕллĕ халăх университечĕн музыкăпа ÿнер факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Тĕрлĕ музыка инструменчĕпе калать, чылайăшне вăл хăех ăсталанă. Сăмахран, вăл тунă кĕслесем чылай музейра упранаççĕ. Петр Яковлевичăн тата тепĕр интерес пур: вăл чăваш юрри-сăввине пухать. Курав вăхăтĕнче купăс, балалайка, кĕсле каласа чăвашсен ĕлĕкхи юррисене шăрантарнă.

Петр Мазуркин – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, халăх академийĕн чăн-чăн членĕ, халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Союзри фестивалĕсен, сăнарлă тата декоративлă искусствăн Раççейри тата Чăваш Енри куравĕсен лауреачĕ, Раççей халăх ăсти.

Валентина Илем (Ильина) художникăн "Кивĕ кĕлет кĕтесĕ", "Атăл çыранĕ", "Натюрморт сурпанпа", "Еткерлĕх", "Кивĕ сунтăх", "А.Миттова асра тытса" хайлавĕсем тавра пĕлÿ музейĕн экспозицине пуянлатнă. Сăрă ăсти чăвашăн аваллăхне тĕлĕнмелле илемпе кăтартса панă. Çав илемре – йăла-йĕрке, алăпа тунă япаласем, хĕрарăм тумĕн капăрлăхĕ. Кăварлă шевлесем, çунакан кăвайт, çĕрлехи тĕссен килĕшĕвĕ чăннипех те пурнăç вăйĕпе тулли. Валентина Илемĕн куравĕсене Чăваш Енре, Ульяновскра, Таллинра, Мускавра ирттернĕ.

Фатима Гисматуллинан художествăлла керамики те тыткăна илнĕ. Музея пыракансем унăн тăмран тунă турилккисемпе тата вазисемпе интересленсе паллашнă. Ячĕсем те илĕртÿллĕ: "Пĕлĕт тÿпи", "Çеçен хир чечекĕ", "Анакан хĕвел", "Ту айĕ".

Курав авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен пырать.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика