АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йыш хушăнсан чĕрем юрлать

24 августа 2012 г.

Ялсенче пурнăç вĕресе тăратчĕ, ача-пăча нумай çуралатчĕ, шкула та йышлăн утаттăмăр, ял халăхĕ ирсерен ĕçе васкатчĕ, кам – совхоза, кам – Улаксарти кирпĕч заводне. Хисеплĕ ватăсем хăйсен мăнукĕсене пăхма киле юлатчĕç. Кĕске вăхăтрах пĕтĕмпех улшăнчĕ. Халăх ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Хуçалăхсем саланчĕç, кирпĕч цехĕ те 2002 çулта хупăнчĕ. Ĕç шыраса çамрăксем хуланалла туртăнаççĕ. Çулсерен ялсенче пушă çуртсем хушăнсах пыраççĕ.

Çав вăхăтрах йывăрлăха парăнман çемьесем ялта пурри малалла пурăнма шанăç парать. Сăмахăм ман Аслăялта пурăнакан Григорьевсен çемйи çинчен. Кил хуçи Эдуард Александрович çак ялтах 1979 çулта çурла уйăхĕн 23-мĕшĕнче кун çути курнă. Шкул пĕтерсен Шупашкарти политехника техникумĕнче професси илнĕ. 2 çул Оренбург облаçĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă, аслă сержант званипе яла таврăннă.

Каярах Çĕрпÿ хулинче милици сотрудникĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Çав вăхăтрах 2004-2008 çулсенче Хусан хулинчи пĕр институтран (Институт социальных и гуманитарных знаний) вĕренсе тухать. 2003 çулта Эдуард Александрович Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш ялĕнче çуралса ÿснĕ 20 çулти Алинăна качча илет.

Алина Владимировна мăшăрланиччен Шупашкарти 23-мĕш училищĕре, кайран, 2002 çулта, Çĕрпÿ хулинче çĕвĕç ăсталăхне алла илет. Çав тапхăрта тĕл пулса паллашаççĕ те вĕсем. 2008 çултанпа А.Григорьева Çĕрпÿ районĕнчи Метикасси ферминче вăй хурать.

Пĕрлешнĕ хыççăн туслă çемье икĕ хутлă капмар çурта пурăнма куçать. Ку çурта ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе малтанах хăпартса лартнăччĕ. Унта килĕшÿ, ăнлану, юрату хуçаланать. Çавна май çемьере çулсерен йыш та хушăнсах пырать. Тăватă ывăл çитĕнтереççĕ вĕсем. Асли, Максим, – 3-мĕш класра, иккĕмĕшĕ, Кирилл, кăçал 1-мĕш класа каять, кĕçĕннисем йĕкĕрешсем – Егорпа Федя – авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче пĕрре тултараççĕ.

Сăмах май, Эдуардăн йăмăкĕн Татьянăн çемйинче те пĕлтĕр юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче йĕкĕрешсем – Сергейпа Настя – çуралнăччĕ. Телейлĕ асламăшĕ-кукамăшĕ Валентина Григорьева çулталăкра харăсах тăватă мăнуклă пулчĕ (пĕтĕмпе çичĕ мăнук унăн).

Ялта çĕнĕ мăшăрсем хутшăнсан, ачасем çуралсан чун хĕпĕртет. Ачасем пирĕн пуласлăх, вĕсемсĕр малашлăх çук. Авланман хусахсем ялсенче пур-ха, вĕсене пурне те мăшăр тупса çемье çавăрма ырлăх-сывлăх сунас килет. Ялсенче ача-пăча сасси ан шăплантăр.

Р.ГРИГОРЬЕВА,

Улаксар клубĕн администраторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика