24 августа 2012 г.
Çулталăк пуçланнăранпа пассажирсене турттаракан автотранспорт водителĕсем çул-йĕр çинче 120 автоинкек тунине шута илнĕ. Вĕсенче 3 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 167-шĕ сусăрланнă. Иртнĕ çулхи ку тапхăрта çапларах кăтарту пулнă: 83 автоинкек, аварисенче 5 çын вилнĕ, 132-шĕ аманнă.
Автобус водителĕсем 62 автоинкек тунине палăртнă, вĕсенче 1 çын вилнĕ, 84-шне медицина пулăшăвĕ кирлĕ пулнă (2011 çулта 45-4-67).
Çакăн пек çивĕч лару-тăру пассажирсене турттарнă чухне хăш-пĕр предприятисемпе индивидуаллă предпринимательсем правопа норматив акчĕсене тата ятарласа палăртнă йĕркесене пăхăнса пыманнипе çыхăннă. Чылай чухне вĕсем водительсемпе тĕллевлĕ инструктаж ирттерме те ÿркенеççĕ. Автобус водителĕсем салона ытларах пассажир илни те çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх лару-тăрăвне çивĕчлетет. Хăш-пĕр лаптăксенче çулсем пахалăхĕпе тивĕçтермеççĕ, çакă та автоинкек патне илсе çитерме пултарать.
Çавăн пекех пассажирсене турттарассипе ĕçлекенсем автотранспорта пăхса тата юсаса тăма, водительсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăларма хăш-пĕр организацисемпе суя договорсем туса хатĕрленĕ фактсем те пур.
Кăçал çичĕ уйăхра пирĕн районта автобуссем икĕ автоинкеке лекни паллă, вĕсенче 4 çын сусăрланнă. Малашне çакăн пек аварисем ан пулччăр тесе çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнчен пуçласа 16-мĕшĕччен республикăра "Автобус" профилактика операцийĕ йĕркелесе ирттернĕ.
Д.ГУСЕВ,
РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн начальникĕ.