АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ĕçтеш "Радость моя" телеканалăн дипломне тивĕçнĕ

24 августа 2012 г.

"Канаш ен" хаçатăн яваплă секретарĕ Виталий Алексеев (вулакансем ăна Ачча хушма ятпа пĕлеççĕ) сăн ÿкерчĕксем тума шутсăр юратать. Профессионал тесен те йăнăш пулас çук. Хăй çырнă материалсене яланах интереслĕ сăн ÿкерчĕксемпе пуянлатма тăрăшать. Унăн килĕнчи компьютер архивĕнче Канаш районĕн пурнăçне, унăн паллă çыннисене, ял хуçалăх производствинче малта пыракансене тĕрлĕ енлĕ сăнлакан пине яхăн фото упранать.

Виталий Алексеевич сăн ÿкерчĕксене пулас ăрусем валли кăна упрамасть, чи лайăххисене вăл халăх умне кăларать. Виçĕ çул каялла пирĕн ĕçтешĕн "Медальсен сасси ачасене илĕртет" фотошедеврĕ Мускавра пысăк тиражпа пичетленсе тухнă "Лучшие фотографии России – 2009" кĕнекере хăйĕн сумлă вырăнне тупнăччĕ.

Кăçал "Радость моя" федераллă ача-пăча çемье каналĕ "Манăн çемьери савăк самантсем" ятпа черетлĕ фотофестиваль ирттернĕ. Ăна çемьене упракан çветтуйсен – Петрпа Феврония Муромскисен кунне (çак кун пирĕн патăрта Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă тăваççĕ) – халалланă. Пирĕн ырма пĕлмен Виталий Ачча сăн ÿкерчĕксен фестивальне Маяк ялĕнче пурăнакан ĕçпе вăрçă ветеранĕсем Анна Свиридовнăпа Иван Васильевич Романовсем пĕрле пурăнма пуçланăранпа 65 çул çитнине паллă тунинине сăнлакан "Ытарайми мăшăр" фото тăратнă.

Раççейĕн мĕнпур регионĕнчен, çывăхри тата аякри ют çĕршывсенчен килнĕ 1000 фотоÿкерчĕкрен чи лайăх 10 ĕçе суйласа илнĕ. Авторсен хушшинче пирĕн ĕçтешĕн Виталий Аччан ячĕ те пур. Фотоÿнер ĕçĕнче ăна малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçу сунатпăр!

В.ЛАПИН.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика