АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман

24 августа 2012 г.

Августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 10-мĕшĕччен пирĕн районта мĕнпур Чăваш Енри пекех "Условник" ятпа оперативлă профилактика мероприятийĕсем иртрĕç. Операци вăхăтĕнче районăн шалти ĕçсен пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕн тата уголовлă пурнăçлав инспекцийĕн сотрудникĕсем условно йĕркепе айăпланă çул çитмен çамрăксене вырăна тухса тĕрĕслес тĕллевпе рейдсем ирттернĕ. Пирĕн районта кун пеккисем тăватă ача – виçĕ арçын ача тата пĕр хĕрача. Вĕсем 14-17 çулсенчи çамрăксем, РФ Уголовлă кодексĕн 158 (вăрлани) тата 116 (хĕнени) статйисемпе айăпланнăскерсем.

Ачасем малашне саккуна хирĕçле ĕçсем ан туччăр тесе полици сотрудникĕсем вĕсемпе калаçусем ирттернĕ, йĕркене пăснăшăн мĕнле яваплăх тивнине ăнлантарса панă, судпа çирĕплетнĕ каçхине урамра пулмалли вăхăта ачасем ("комендант сехечĕ") мĕнле пăхăнса пурăннине те тишкернĕ. Операци вăхăтĕнче çул çитменнисем йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулман.

А.ИВАНОВА,

районти полицин çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика