АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Етĕрнерен дипломпа таврăннă

24 августа 2012 г.

Етĕрне хулинчи 3-мĕш номерлĕ вăтам шкулăн акт залĕ дискусси площадки пулса тăнă. Унта "Чăваш Республикинчи хуласемпе районсенчи пултаруллă, ăслă çамрăксене пулăшасси" темăпа хĕрÿ калаçу пынă. Туслă тавлашăва çамрăксемпе ĕçлекен специалистсем хутшăннă.

Калаçăва Етĕрне район администрацийĕн вĕрентÿ тата социаллă политика пайĕн пуçлăхĕ А.Филимонов уçнă. Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин управленийĕн пуçлăхĕ А.Львов дискусси темипе доклад тунă. Шупашкар хула администрацийĕн çамрăксен тата обществăлла аталану пайĕн пуçлăхĕ Э.Черкесов тата Етĕрне район администрацийĕн вĕрентÿ тата социаллă политика пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Н.Степанова пултаруллă çамрăксемпе ĕçлес енĕпе пухăннă опытпа паллаштарнă. Йĕпреç, Куславкка, Шăмăршă районĕсен çамрăксемпе ĕçлекен специалисчĕсем К.Гурьева, Т.Краснова, Э.Филиппова малашне тума палăртнă ĕçсем çинчен каласа панă.

Çамрăксемпе тата ачасемпе ĕçлес енĕпе ирттернĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Пирĕн район администрацийĕ çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Вĕренÿ управленийĕн тĕп эксперт специалисчĕ А.Павлова професси ăсталăхĕн конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика