24 августа 2012 г.
Çĕнĕ Ачча хĕрне Ираида Мишкинăна Канашри педагогика училищин шкул уйрăмĕнчен ăнăçлă вĕренсе тухсан Шаккăл шкулне ĕçлеме янă. Кунта çамрăк учительницăна Валентин ятлă яштака пÿ-силлĕ çамрăк куç хывнă. Часах туслăх юратăва куçнă. Çемье чăмăртаннине туй туса палăртнă. Çапла вара Ираидăн хушамачĕ Андреева пулса тăнă. Ĕçленĕ хушăрах Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илнĕ. Пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ 31 çул, 1997 çултанпа – шкул директорĕ. Çамрăк ăрăва çирĕп пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçре нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă, парнесем парса хавхалантарнă.
Валентин Николаевич "Советская Чувашия" совхозра водительте ĕçленĕ. Хуçалăх салансан райпона куçнă, Маякри пекарньăран ялсенчи лавккасене çăкăр турттарнă. Халĕ – шкулти газпа ĕçлекен котельнăй операторĕ. Ĕçри хастарлăхне тĕрлĕ наградăпа палăртнă.
Андреевсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Иккĕшĕ те амăшĕн çулĕпе кайнă. Олеся педагогика университетĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенĕн дипломне илнĕ. Пĕр вĕренÿ çулне вăл амăшĕ ертсе пыракан коллективра ирттернĕ. Ялти каччăпа Игорь Рытовпа пĕрлешсен Сургут хулине куçса кайнă. Мăшăрĕ нефть кăларнă çĕрте ĕçлет, Олеся Валентиновна вырăнти газ промышленноçĕ валли специалистсем хатĕрлекен техникумра студентсене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентет. Борис та педагогика пĕлĕвне педуниверситетра илнĕ. Уçырма вăтам шкулĕнче физика тата информатика предмечĕсене виçĕ çул вĕрентнĕ хыççăн хăйне пурнăç çулĕ тухма пулăшнă тăван шкула килнĕ. Борис Валентинович кунта та ачасене физикăпа информатика пĕлĕвне парать.
Ираидăпа Валентин Андреевсен виçĕ мăнук. Вĕсемшĕн тем тума хатĕр вĕсем. Хăйсем каланă тăрăх, Олесьăпа Борисран та хытăрах юратаççĕ пуль. Чăннипе вара ачисемшĕн те, мăнукĕсемшĕн те ниçта кайса кĕреймеççĕ. Çапла пулмалла та.
В.АЧЧА.