22 августа 2012 г.
Выльăх чĕрнине пăхасси пĕлтерĕшлĕ тата яваплă ĕç. Чĕрне хуçăлать, варланать, нÿрленет тата шăнать.
Выльăх чĕрнине пахалăхлă мăйрака хутăшĕ (роговое вещество) сыхлама пулăшать. Çакă чи малтанах унти шыв виçипе çыхăннă. Чĕрнери мăйракара нÿрĕ виçи 15 процентран пуçласа 30 процент таранччен пулмалла.
Витере нÿрĕ пулсан, çанталăк çумăра кайсан, улăх-çаранта шыв тăрсан чĕрнери шыв виçи ÿсет, вăл хăйĕн сыхлав витĕмне çухатма пултарать. Чĕрне ытлашши типсе кайни те вырăнсăр, вăл çурăлма пултарать. Çавăнпа та çуллахи типĕ çанталăкра вите урайне нÿрĕ пăчкă кĕрпи сапмалла.
Хĕллехи вăхăтра витесенче яланах нÿрĕ, кун пек чухне выльăх айне улăм сарни вырăнлă, вăл шыв лайăх сăхать.
Выльăх чĕрни çÿлтен аялалла ÿсет. Уйăхра унăн тăршшĕ вăтамран 6-6,5 мм танлашать. Урăхла каласан, çулталăкра выльăхăн çĕнĕ чĕрне ÿсет. Çавăнпа та выльăх чĕрнине касса тасатсах тăмалла. Унсăрăн вăл илемсĕрленет, выльăха утма чăрмантарать, ÿкерет, амантать.
Выльăх чĕрнине çулталăкра икĕ хутчен йĕркене кĕртни вырăнлă. Çак тĕллевпе специалистсем ятарлă хатĕрсемпе усă кураççĕ.
Е.ГРИГОРЬЕВА,
Вăтапуçĕнчи ветеринари участокĕн заведующийĕ.