22 августа 2012 г.
Юн кун пирĕн районта республикăн ытти тăрăхĕсенчи пекех пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ку хутĕнче Канаш енре Чăваш Республикин финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов ертсе пыракан ушкăн пулчĕ. Унăн йышĕнче – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Владимир Мидуковпа Николай Ванеркин (вăл Муркашри чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕ), "Раççейри ял хуçалăх центрĕ" федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Николай Якимов. Район администрацийĕнче ирттернĕ кĕске канашлура хăнасем Чăваш Республикин 2012 çулхи пĕрремĕш çур çуллăхри социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕпе тата республика бюджечĕ мĕнле пурнăçланса пынипе паллаштарчĕç. Ĕç тăвакан тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем медицина, социаллă сферăри, вĕрентÿпе культура учрежденийĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлессипе хăйсен умне тăратнă задачăсене тишкерчĕ. Канашлура илнĕ информацие ял тăрăхĕсене тухса кайнă кашни ушкăн вырăнти халăх патне çитерчĕ. Кунсăр пуçне шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнлерех шайра хатĕрлени (юсав ĕçĕсене вĕçлени, вĕренÿ кабинечĕсене, столовăйсене йĕркене кĕртсе çитерни, шкулсене комиссипе йышăнасси тата ыт. те), ял урамĕсене тирпейлĕх кÿресси, вырма ĕçĕсене тăкаксăр ирттересси тĕп ыйтусен шутĕнчех пулчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Владимир Мидуковпа Янкăлч тăрăхĕнче пурăнакан ял-йышпа тĕл пулу йĕркелерĕ, вăл Татмăшри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче иртрĕ. Офис заведующийĕ Любовь Яковлева вырăнти сывлăх сыхлавĕн учрежденине нумайранпа ертсе пырать. Вăл каланă тăрăх, коллективра специалистсем çитеççĕ. Эмелпе тивĕçтересси те лайăх шайра. Ялти больницăна хĕллехи хутса ăшăтмалли сезона хатĕрлессипе ĕçсене пуçăннă. Офисра 15 койка вырăн: 10-шĕ – стационарта, 5-шĕ – кăнтăрла сипленме çÿрекенсем валли.
Тĕл пулăва пуçтарăннисем районтан тата республикăран килнĕ хăнасене тимлĕн итлерĕç. Сĕт, аш-какай, тырă хакĕсемпе çыхăннă çивĕч ыйтусене пуçлăхсем патне çитерчĕç.
Информаци ушкăнĕ çавăн пекех Вăтакас Татмăшри, Янкăлчри Раççей Геройĕ Н.Ф.Гаврилов ячĕллĕ вăтам шкулсенче те пулса курчĕ. Татмăш шкулне 1983 çулта хута янă. Ăна çывăх вăхăтра реконструкцилемесен лару-тăру йывăрланма пултарать.
Янкăлч вăтам шкулĕн кадет класĕнчен кăçал 17 ача вĕренсе тухнă. Вĕсенчен 16-шĕ аслă шкулсемпе колледжсене вĕренме кĕнĕ, пĕр яшĕ кĕркунне салтака кайма ят тухасса кĕтет. Шкул директорĕ Светлана Васильева шкул ĕçĕ-хĕлĕпе, унти Çарпа Ĕç Мухтавĕн музейĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Владислав Васильевичпа Владимир Петрович çак кунах "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре те пулчĕç.
Районта паянхи кун тĕлне тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене 6831 гектар çинче çулнă, 12872 тонна тырра çапса тĕшĕленĕ. Пĕр гектар пуçне тивекен тухăç 19 центнерпа танлашать. Кунсерен районти уйсенче 37 комбайн ĕçлет. Кĕрхи культурăсем акма 4675 гектар çĕр хатĕрленĕ (планăн 80 проценчĕ). Килес çул тухăçĕн никĕсне – кĕрхисене – 105 гектар çинче акса хăварнă.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикин генеральнăй директорĕпе Николай Ванеркинпа район пуçлăхĕ Иван Иванов Атнаш ял тăрăхĕнче, Раççей ял хуçалăх центрĕн Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Николай Якимов район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе Анатолий Егоровпа пĕрле Шăхасанпа Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕç. Чылай ыйтăва пĕрле канашласа татса пачĕç, хăшĕсене республикăран килнисем çырса хучĕç.
И.ВЛАДИМИРОВА.