22 августа 2012 г.
Кĕçнерни кун район администрацине пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн кунне килнисенчен пĕри те акт залĕн пăлтăрĕнче вăрăм сĕтелсем çинче выртакан чăваш наци манерĕпе тĕрленĕ ал тутрисем, пĕчĕк сĕтел çиттисем, шăтăкла йĕппипе çыхнă теттесем çумĕпе чарăнса тăмасăр иртмерĕ. Тĕрĕсемпе илемлетнĕ шурă пир татăкĕсене Шăхасан вăтам шкулĕнчи Любовь Григорьева ертсе пыракан "Чăваш чĕнтĕрĕ" кружока çÿрекен ачасем хатĕрленĕ. Район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн экономисчĕ Лариса Николаева "Çулталăк палли" тата "Вăрман чĕр чунĕсем" темăсемпе хатĕрленĕ чĕр чунсен кĕлеткисем, "Ну, заяц, погоди!" мультфильмри сăнарсем пурне те килĕшрĕç. Илемлĕх тĕнчи кашнин кăмăлне çĕклерĕ. Апла пулсан паянхи мероприяти лайăхпа пуçланчĕ.
Пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн кунĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов районăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнипе уçăлчĕ. Владислав Васильевич тухăçлă ĕçлеме сунчĕ, район администрацийĕ предпринимательсене çĕнĕ ĕçе пуçăнма, çул уçса пама, вĕсене пулăшма яланах хатĕррине пĕлтерчĕ. Фермер ĕçне тытăнакансене пулăшмалли федераллă программăпа килĕшÿллĕн республикăра 51 çамрăк фермер 1,1 миллионшар тенкĕ илнĕ, çав йышран виççĕшĕ – пирĕн районтан.
Райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство тата инвестици потенциалĕ мĕнле аталанса пыни çинчен каласа пачĕ. Паянхи кун тĕлне район территорийĕнче шута илнĕ пĕчĕк предприятисем 182. Вĕсенче 2093 çын ĕçлет, 843-шĕ – уйрăм предпринимательсем. Пысăк пайĕ ял хуçалăхĕнче – 39 процент. Суту-илÿпе обществăлла апатлану сферинче 25 процент, строительство енĕпе 11 процент, 9 проценчĕ промышленноçпа çыхăннă.
Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министерствин предпринимательство тата ремесла аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ Елена Сергеева Чăваш Енре пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна патшалăх пулăшăвĕ памалли формăсем çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ. "Чăваш Республикинче пĕчĕк бизнеса аталанма пулăшакан агентство" автономиллĕ коммерциллĕ мар организацин тишкерÿçи Ремис Сайдашев çак организаци пĕчĕк тата вăтам бизнеса кредитланин эффективлăхĕ тата унăн пулăшăвĕсем çинчен тухса калаçрĕ. Министерствăн экономика тата халăха ĕç тупса парас енĕпе ĕçлекен пайĕн тĕп консультанчĕ Александр Сергеев "Республикăри пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталанма пулăшас тата халăха ĕçе вырнаçтарас енĕпе ĕçлекен бизнес-инкубатор" автономиллĕ учрежденин ĕçĕ-хĕлĕпе, вăл паракан пулăшусемпе паллаштарчĕ. "Пĕчĕк бизнесăн лизинг компанийĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ Анатолий Софронов компанин пулăшăвĕсем çинчен ăнлантарса пачĕ.
Федераллă налук службин Канаш хулипе районĕнчи инспекцийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ильина патент никĕсĕ çинче налук тÿлессин çăмăллатнă системи тата налук законодательствинчи çĕнĕлĕхсем, Пенси фончĕн хулапа район управленийĕнчи пай пуçлăхĕ Любовь Николаева кăçал бюджетлă мар фондсене укçа мĕн чухлĕ куçарни çинчен сăмах илчĕç. Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Николай Каклимов, "Раççей ял хуçалăх банкĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн тата Мускав облаçĕн банкĕн Канашри хушма офисĕсен управляющийĕсем Тимур Волковпа Александр Петров кредит парас йĕркепе паллаштарчĕç.
Канашлу ĕçленĕ хушăра акт залĕн пăлтăрĕнче ал ĕç ăстисен ĕçĕсемпе юнашар тата тепĕр курав йĕркелерĕç. Куравра – Ăвăспÿрт Кипеч ялне Çĕнĕ Шупашкартан пурăнма килнĕ сад ăсти, Чăваш Енри сад ĕрчетекенсен пĕрлĕхĕн ответлă секретарĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Николай Семенов çитĕнтернĕ улма-çырла. Унăн республикăра темиçе лаптăкпа плантаци. Николай Семенович 70 ытла панулми сорчĕ, виноград сорчĕ 50 яхăн, груша 45 сорт ÿстерет. Унсăр пуçне алыча, черешня, абрикос, тĕрлĕ мăйăр, вишня тата ытти çимĕç туса илет. Унăн Ăвăспÿрт Кипечри пахчине предпринимательсен тата Шупашкартан килнисен ушкăнĕсем кайса курчĕç. Сад ăсти вăл е ку çимĕçе мĕнле лартса ÿстермеллине ăнлантарса пачĕ, ыйтусене хуравларĕ.
В.АЧЧА.