АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшăвĕ – электрон мелĕпе

22 августа 2012 г.

Интернет сетĕнче www.gosuslugi.ru адреспа Чăваш Енри ЗАГС органĕсене электронлă заявлени пама пулать. Çакăн пек туни вăхăта перекетлеме пулăшать, черетре тăрассинчен хăтарать. Пĕр сăмахпа каласан, килтен тухмасăрах çемье чăмăртассипе çыхăннă пур ыйтăва та интернет урлă татса пама, меллĕ вăхăтра вара хатĕр документа кайса илме пулать.

Электрон мелĕпе çавăн пекех ача çуралнине, çемье чăмăртаннине, çемье арканнине, çын вилнине регистрацилеме пулать. Кирлех тĕк, интернет урлах, çуралнине ĕнентерекен хута тепĕр хут та хатĕрлесе парĕç. Хатĕр документа заявителе ЗАГС пайĕнче палăртнă вăхăтра, кирлĕ документсене тăратнă хыççăн, парса яраççĕ. Çакă пĕтĕмпех саккунпа килĕшÿллĕн пулса пырать.

Патшалăх пулăшăвне электрон мелĕпе тивĕçес тесен заявителĕн Портал çинче регистрациленмелле те "Харпăр кабинет" уçмалла. "Харпăр кабинет" çуккисем хăйсене кирлĕ информацие www.gosuslugi.ru, Чăваш Енри Юстици министерствин тата район администрацийĕн сайчĕсем çинче тупма пултараççĕ. Тĕплĕнрех район администрацийĕн ЗАГС пайне 2-14-76 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.

И.МОРОЗОВА,

ЗАГС пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика