АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа итлеме йышăнчĕç

22 августа 2012 г.

Иртнĕ эрне кун район депутачĕсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Депутатсем çичĕ ыйту пăхса тухрĕç. Ларăва район пуçлăхĕ – депутатсен Пухăвĕн председателĕ И.Иванов ертсе пычĕ, унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

2011 çулхи чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче депутатсен Пухăвĕнче "Канаш районĕн 2012 çулхи бюджечĕ çинчен" тунă йышăнăва улшăнусем кĕртесси çинчен район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ А.Поляков тухса калаçрĕ. Ларура харпăр тупăша 1856,0 пин тенкĕ, ÿстересси çинчен йышăну пулчĕ, çавăн пекех бюджета каялла тавăрса памалла мар 70365,1 пин тенкĕ укçа килмелле (Шаккăлти автоçула тума – 47726,8 пин тенкĕ, Шуркасси шкулĕ çумĕнчи спорт залне туса çитерме – 8000,0 пин тенкĕ, нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсене тирпей-илем кĕртме – 3084,1 пин тенкĕ, тăлăх ÿсекен ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме – 3366,3 пин тенкĕ, пĕлÿ учрежденийĕсенче ĕçлекен вĕрентекенсене ипотека кредичĕпе тивĕçтернĕ май тăкаксен пĕр пайне саплаштарма – 1357,6 пин тенкĕ).

РФ ШĔМĕн районти пайĕн çур çулти ĕçĕ-хĕлĕпе пай начальникĕ А.Левый паллаштарчĕ. Преступлени тăвасси, 10 пин çын шучĕпе илес пулсан, чакни палăрать. Асхва (22 преступлени), Уçырма (15), Ăвăспÿрт Кипеч (13), Ачча (13), Вăтакас Кипеч (12) ял тăрăхĕсене лару-тăру лăпкă мар. Çав вăхăтрах криминалпа çыхланма кăмăл туман ял тăрăхĕсем те пур: Шелттем ял тăрăхĕнче пĕтĕмпе те 2 преступление çеç шута илнĕ, Сухайкасси, Вăрăмпуç, Сиккасси тата Янкăлч ял тăрăхĕсенче виçшер пулнă. Автоçулсем çинче пулса иртекен инкексем питех те пăшăрхантараççĕ. Ултă уйăхра 26 аварие шута илнĕ, вĕсенче 7 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 38-шĕ сусăрланнă. Çул-йĕр хăрушсăрлăх правилине пăснă 3127 тĕслĕхе шута илнĕ, 91 водитель ÿсĕрле çула тухнине палăртнă.

Ларура çавăн пекех районти контрольпе шутлав органĕн структурине йышăнассине тата унăн председательне çирĕплетессине, "Чăваш Рспубликин Канаш районĕн Уставне улшăнусем кĕртесси çинчен" депутатсен Пухăвĕн йышăну проектне халăхпа итлеме кăларассине тата ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.

А.МЯСНИКОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика