АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алă мĕн тунине пуç пĕлсе тăтăр

22 августа 2012 г.

Эрне пуçламăшĕнче "Канмаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхре районти ял хуçалăх организацийĕсене ертсе пыракансен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, унăн çумĕ А.Егоров, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем хутшăнчĕç.

Мероприятин практикăлла пайĕ Вăтапуç ял тăрăхĕн 1-мĕш уйĕнче пуçланчĕ. Пĕлтĕр кунта пушă выртакан 220 гектар çĕре "Канмаш" пĕрлĕх пусă çаврăнăшне кĕртнĕччĕ. Халĕ пĕр пайне кĕрхи тырă акма хатĕрленĕ. Виçĕ хутчен дискланă. Малтанах агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров сăмах илчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, акмалли лаптăк çинче агрохими тĕпчевĕ тунă. Малтанласа шутласа пăхсан, кашни гектар 30 центнера яхăн тухăç пама пултарать. Валерий Геннадьевичăн шухăшне малалла тĕп эксперт специалист В.Долгов тăсрĕ. Валерий Васильевич кĕрхи тырăсене акса ÿстермелли технологипе паллаштарчĕ, ăна çирĕп пăхăнма ыйтрĕ. Вăхăтра сухаласан, лайăх кăпкалатсан, им-çамласан, апатлантарсан, пахалăхлă вăрлăх акнă хыççăн 50-60 кунран тĕвĕленсен çитĕнÿ пуласса кĕтсех тăр. Хуçалăх ертÿçисене акнă анасене çут çанталăк синкерĕ сиен тăвасран страхлама сĕнчĕ. Страховани компанийĕсем сахал мар. Ыйту та нумай пулчĕ. Пĕри те хуравсăр юлмарĕ.

Канашлăвăн пленарлă пайне ирттерме Вăтапуçĕнчи культура çуртне пухăнчĕç. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ертсе пычĕ. Агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн пуçлăхĕ В.Никоноров ĕççи мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен аллă процентне пухса кĕртнĕ. Кĕрхи тĕш тыррăн тухăçĕ савăнтармасть – гектарăн вăтам кăтартăвĕ 9 центнера яхăн, çурхисен – 17 центнера çитет. Вырма ĕçĕсем Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче, "Восход", "Весна", "Нектар", "Хучель", "Агробизнес" тулли мар яваплă пĕрлĕхсенче кал-кал пыраççĕ. "Родник" хуçалăхра комбайнсем çуккипе тырă пуссисенче техника шавĕ илтĕнмест-ха. Йывăр ыйтăва паян-ыран татса парас шанăç пур.

Районта 52 комбайн шутра. 23-шĕ тĕрлĕ сăлтава пула, вĕсен ĕмĕрĕ вĕçленнĕпе пĕрех, машинăпа техника паркĕнчех тутăхса ларать. Тырă йĕтемсене нÿрĕ пырса кĕрет. Районта тырă типĕтекен агрегатсене шутласа кăларма алăри пÿрнесем çитеççĕ. Нÿрĕлĕх пысăк пулсан пахалăхлă вăрлăх çинчен сăмах пуçарни вырăнсăр. Валерий Геннадьевич Канашри, Çĕрпÿ районĕнчи Михайловкăри элеваторсен директорĕсемпе тырра типĕтесси çинчен калаçса татăлма, килĕшÿ тума сĕнчĕ. Çак сăмахсенех В.Софронов та çирĕплетрĕ. Тырра асăннă предприятисенче типĕтнĕ вăхăтра тата ун хыççăн упранăшăн тÿлеттермеççĕ.

Районăн тĕп агрономĕ В.Долгов кĕр аки пирки калаçрĕ. Ăна вăраха ямасăр авăн уйăхĕн 5-мĕшĕччен вĕçлеме тĕллев лартма сĕнчĕ. Çак срокран каяраха кĕрсе кайни тухăç çине начар енчен витĕм кÿме пултарасса хытарсах каларĕ. 2013 çулхи тухăç валли вăрлăх никĕсĕ хывассине халех пуçăнмаллине аса илтерчĕ. Иртнĕ çул виçĕ хуçалăх кăна уйсене минераллă удобрени сапнă. Çакă кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем начар пулнин сăлтавне питĕ лайăх кăтартса парать. "Россельхозцентр" федераллă патшалăх учрежденийĕн Канаш хулипе районĕнчи уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Денисов пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсен пахалăхне пĕтĕмлетрĕ тата вĕсене 2013 çулхи тухăç валли упрама хурасси çинчен сăмах илчĕ, вăрлăх пахалăхне вăраха ямасăр тĕрĕслеттермеллине, элитлисене регистрацилемеллине пĕлтерчĕ.

Районăн тĕп зоотехникĕ С.Васильев хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле хатĕрлесси мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ. Хальлĕхе 8 хуçалăхра кăна çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе янă-ха. Ыттисенче лавĕ вырăнтан та хускалман. Утă, сенаж тата силос хатĕрлес енĕпе еплерех ĕçлени çинче те чарăнса тăчĕ. Выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцин санитари врачĕ Л.Данилова витесене шуратас пирки станципе килĕшÿ тума сĕнчĕ. Ĕçе хăвăрт та пахалăхлă тума шантарчĕ.

"АСК "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн тĕп агрономĕ А.Селиванов хуçалăх тĕш тырă тата пахча çимĕç туса илес енĕпе пухнă опытпа паллаштарчĕ. Алексей Викторович каланă тăрăх, пĕрремĕш çул çĕр улми лартаççĕ, иккĕмĕшĕнче çурхи культура акаççĕ, виççĕмĕшĕнче – рапс е горчица, тăваттăмĕшĕнче – кĕрхи тулă. Кашни çулах тăпрана анализ тăваççĕ, тĕпчев пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса минераллă удобренисем хываççĕ, тукохутăшпа усă кураççĕ. Вĕтетнĕ хăмăла 10-12 сантиметр тарăнăшне варăнтараççĕ. Çĕре сухаламаççĕ кунта, тăпрана тарăна кăпкалатакан агрегатпа акма хатĕрлеççĕ. Хуçалăхăн çĕр улмин элитлă "Невский" тата "Удача" çĕр улми сорчĕсем сутлăх пур.

Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕн директорĕн çумĕ Алексей Сергеев районăн фонд умĕнчи парăмĕ 4 миллион тенкĕ пулнине, парăма тырăпа татмашкăн май пуррине пĕлтерчĕ. Хальлĕхе тырă пама палăртнă планăн 7 проценчĕ кăна пурнăçланнă. Виçепе вăл – 50 тонна.

Патшалăх техтĕрĕслевĕн Канаш районĕпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхĕ А.Петров ДОСААФăн Канашри автошкулĕнче тракториста вĕрентме ушкăн йĕркелеме тытăнни çинчен пĕлтерчĕ. Районта механизаторсем çитмеççĕ. Пуррисенчен чылайăшĕ пенси çулне çывхарать. Çамрăксем вара механизаторăн çăмăл мар ĕçне суйласа илесшĕнех мар. Ку енпе тăрăшарах ĕçлеме тивет, ăнлантару ĕçне вăйлатмалла. Çавăн пекех Анатолий Дмитриевич "Трактор" операцин малтанхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ.

Районти хуçалăхсенче ĕçшĕн тÿлессине мĕнле йĕркелени çинчен АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров каласа пачĕ. Чылай хуçалăхра ĕç укçи пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен те сахалрах. Çынсем сахал укçаллă ĕçе пырса кĕресшĕн мар. Производство хăватне ÿстерессинче ĕçшĕн тÿлесси мĕнле вырăн йышăнни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра уйрăмах комбайнерсене йывăр тивет. Вĕсен уйăхри ĕç укçи 20-25 пин тенкĕрен кая пулмалла мар.

Семинар-канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Софронов пĕтĕм- летрĕ. Чи малтанах вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канмалли кунсенче кĕсье телефонĕсене сÿнтернĕ пирки вĕсемпе çыхăнма çуккине асăрхаттарчĕ. Канашлура палăртнă çитменлĕхсене тĕплĕн тишкерсе тухса лару-тăрăва лайăхлатмалли майсем шыраса тупма кирлине каларĕ, тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем туса конкретлă мерăсем йышăнма ыйтрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика