17 августа 2012 г.
Çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче, кăнтăрла тĕлнелле, Хыçалкас ялĕнчи пĕр кил хуçалăхĕнче Тури Сурăм ялĕнче пурăнакан 21 çулти йĕкĕтпе Хыçалкасри 66 çулти арçын хушшинче, "çуттине" пушатнă хыççăн, харкашу пуçланнă. Каярах хĕрĕнкĕскерсем тытăçсах кайнă. Çамрăк çын çулланнă арçынна аллипе пуçĕнчен тата кĕлеткинчен темиçе хутчен çапнă, лешĕ, каярах, инкек пулнă вырăнтах вилсе кайнă.
Хальхи вăхăтра ĕç-пуçа уçса парас тĕлĕшпе следстви ĕçĕсем пыраççĕ, вилнĕ çыннăн ÿтне судпа медицина экспертизи тума йышăннă. Ăна Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри следстви управленийĕн Канашри районсем хушшинчи следстви пайĕнче тишкереççĕ.
А.ЧУРКИН,
аслă следователь.