17 августа 2012 г.
Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Асхва çывăхĕнчи "Урожай" стадионта районăн ХI çуллахи ялти спорт вăййисем иртнĕ. Ăмăртусене 24 ял тăрăхĕн 800 яхăн спортсменĕ хутшăннă. Пĕр кун маларах Шăхасанти "Импульс" спортпа физкультура комплексĕн бассейнĕнче ишевçĕсем ăмăртнă. 12 команда хушшинче чакаçсем çĕнтернĕ.
Физкультурниксен кунĕнче старта чи малтан çăмăл атлетсем тухнă. 100 метрлă дистанцире Чакаçри Валерий Яковлевпа Кармами выççăлккинчи Кристина Федотова, 800 метрлинче Виктория Иванова, Валерий Павлов тата Оксана Никонорова, 1500 метрлинче Иван Белов мала тухнă. Хутăш эстафетăра (4 арçынпа 4 хĕрарăм) чи хăвăрт чупаканни – чакаçсен команди, иккĕмĕш вырăнта – вăтапуçсем, виççĕмĕшĕнче – асхвасем. Спортпа туслă çемьесем хушшинче Энтриялĕнчи Петровсемпе Кăшнаруйĕнчи Козловсем лайăх вăхăт кăтартнă.
Кире пуканĕ йăтассипе протоколăн çÿлти йĕркисене Вăрăмпуçĕнчи Артем Никифоров, Чакаçри Алексей Атласкин, Çĕнĕ Шелттемри Юрий Асанов, Ухманти Наталия Николаева çырăннă. Армспорт енĕпе чи вăйлисем – Чакаçран тăваттăн, вĕсем – Кристина Тихонова, Эльза Тихонова, Василий Прокопьев тата Алексей Атласкин. Вĕсен йышне Сиккассинчи Александр Мурзуков кĕме пултарнă. Шашка хăми çинче ăсталăхĕпе Карăклăри Людмила Макаровăпа Шелттемри Николай Софронов палăрнă. Пневматикăллă винтовкăран тĕл перекеннисем – Кăшнаруй, Шелттем тата Шăхасан ял тăрăхĕсен командисем.
Волейболла выляма ăста арçынсем хушшинче пьедесталăн виçĕ картлашкине Янкăлч, Ямаш тата Сиккасси командисем улăхнă, хĕрарăмсен командисем хушшинче – янкăлчсем, аччасем тата вăтапуçсем. Мини-футболла пĕрремĕш вырăна шăхасансем çĕнсе илнĕ, иккĕмĕшне – кăшнаруйсем, виççĕмĕшне – карăклăсем. Вĕрен туртассипе дипломсемпе парнесене ямашсем, шăхасансем, вăтакаскипечсем тивĕçнĕ.
Командăсем хушшинче Чакаç ял тăрăхĕн спортсменĕсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче – шăхасансемпе кăшнаруйсем.
А.ВИТАЛЬЕВ.