17 августа 2012 г.
Çурла уйăхĕн 14-мĕшĕ тĕлне районта 30 пушар тухнă, иртнĕ çулта ку вăхăт тĕлне 26 инкеке шута илнĕ. Вут-кăварта 8 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă (иртнĕ çулта – 3 çын). Вăтăр пушартан çирĕм улттăшĕ çынсем пурăнакан вырăнта алхаснă, иккĕшĕ – транспорт çинче, икĕ тĕслĕхре дача çурчĕсем çуннă.
Вут-кăварпа асăрханусăр пулнипе (ÿсĕрле пирус мăкăрлантарни) "хĕрлĕ автан" 10 хутчен хăйĕн ташшине "ташланă", электрохатĕрсене йĕркене пăсса усă курнипе 4 пушар тухнă, ачасем вут кăварпа вылянипе 1 инкек пулнине шута илнĕ. Пушарта вилнĕ сакăр çынран çиччĕшĕ пуçĕсене эрех-сăра ĕçсе минретнĕ пулнă.
Пушарсен шучĕ Карăклă, Асха, Вăрăмпуç, Ухман, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕсенче ÿсни палăрать. Профилактика тĕлĕшĕпе çынсем пурăнакан секторта рейдсем час-часах йĕркелесе ирттерни вырăнлă пулмалла.
Çурла уйăхĕн 3-мĕшĕнче Карăклă ял тăрăхне кĕрекен Çăлпуç ялĕнче пысăк инкек пулса иртнĕ. Вут-кăвар алхасни çинчен пушар хуралне çурçĕр иртни икĕ сехет çурăра çÿлерех асăннă ялта пурăнакан хĕрарăм шăнкăравласа пĕлтернĕ. Вырăнти пушар хуралĕн ĕçченĕсем инкек пулнă вырăна самантрах çитнĕ, 15-мĕш ПЧра тăрăшакансем те хăйсене вăрах кĕттермен. Анчах та вăл вăхăт тĕлне пурăнмалли çурт тата хуралтăсем çулăмпах ялкăшса çуннă, çурт тăрри ишĕлсе аннă. Çур сехет хушшинче пушар хуралĕн ĕçченĕсем вут-кăвара алхасма чарнă, ирхине ултă сехет тĕлне пуçĕпех "лăплантарнă".
Инкек вырăнĕнче виçĕ виле тупнă. Пурте арçынсем пулни паллă, пĕри вĕсенчен – кил хуçи. Вырăнта пурăнакансем каласа кăтартнă тăрăх, çав кил-çуртра ĕçкĕ-çикĕпе час-часах ашкăннă, пушар сăлтавĕ ÿсĕрле пирус туртни пулĕ тесе палăртаççĕ.
Çакăн пек хăрушă инкек сирĕн çывăх çыннăрсемпе сиксе ан тухтăр тесессĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнăр, вут-кăвар йăнăшсене каçармасть!
О.ОКРУЖНОВ,
аслă инспектор.