АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх унăн хайлавĕсене кăмăлпа йышăнать

17 августа 2012 г.

Вырсарни кун кăнтăрла иртни виççĕ çитеспе Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕн стадионне ял çыннисем ушкăнпа та, çемйипе те, пĕччен те килме тытăнчĕç. Вĕсем хушшинче туя тытнă ватăсем те, лара-тăма пĕлмен шăпăрлансем те пур. Районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕн куçса çÿрекен клубĕ те пырса тăчĕ. Ăна чăвашсен капăр тумне тăхăннă ял артисчĕсем, тĕпрен илсен хĕрарăмсем, сырса илчĕç. Часах Шупашкартан та çитрĕç. Палланă сăнсем. Хăнасен йышĕнче – "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи Анатолий Кипеч (Ефимов), унăн пĕрремĕш çумĕ Юрий Алексеев, Патшалăх Канашĕн "Республика" хаçачĕн тĕп редакторĕ Лидия Филиппова, Шупашкарти таксопарк пуçлăхĕ Алексей Архипов, педагогика ăслăлăхĕн кандидачĕ Людмила Борисова, Юрий Тарасов предприниматель, Анатолий Кипечĕн йăмăкĕ Галина Ильинична тата ыттисем. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов тата унăн çумĕ Анатолий Егоров, Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Максимов, вырăнти вăтам шкул директорĕ Михаил Федоров, Кипеч тăрăхĕн çыннисем кĕтсе илчĕç. Малтанах хăнасем "Канаш енĕн мухтавлă ывăлĕ" стендпа паллашрĕç. Кам-ха вăл, пирĕн мухтавлă ентешĕмĕр; Вулакансем, ахăртнех, тÿрех тавçăрса илчĕç пулĕ ĕнтĕ. Питĕ тĕрĕс шутлатăр, вăл – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи, Чăваш наци конгресĕн ваттисен канашĕн председателĕ, Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ, Шупашкар хулин тата Канаш районĕн гимнĕсен сăмахĕсене çыраканĕ Анатолий Кипеч. Вăл юлташĕсемпе пĕрле ентешĕсем патне хăйĕн 75 çулхи юбилейне паллă тума килчĕ.

Анатолий Ильич Чулкăмака ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта, Васильево поселокĕнчи вăрман техникумĕнче, Канашри педагогика училищинче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетĕнче, аспирантурăра вĕреннĕ, диссертаци хÿтĕлесе ăслăлăх кандидачĕ пулса тăнă. Анатолий Ефимов доцент Шупашкарти педагогика институтĕнче тата университетра студентсене философи, педагогика, этика тата эстетика пĕлĕвĕ панă. Вăл – 70 ытла наука ĕçĕн, наци ыйтăвĕпе тата демократие хÿтĕлессипе çырнă 200 статья авторĕ. Чăваш Республикин патшалăх пичет архивĕнче паллă çыравçăн 14 кĕнеки упранать. Юрий Кудаков, Иван Аршинов, Юрий Григорьев, Юрий Жуков, Анатолий Никитин композиторсемпе туслă çыхăну тытса çĕре яхăн юрă сăмахĕсене çырнă. Çак хайлавсене халăх юратса йышăннă, чылайăшĕ чăвашсен юратнă юрри пулса тăнă. Унăн "Ĕмĕр сакки сарлака" (кĕвви Юрий Григорьевăн) хайлавĕ кăна мĕне тăрать. Анатолий Кипечĕн сăввисем, калавĕсем, пьесисем "Тăван Атăл", "Ялав", "Хатĕр пул", "Çил çунат", "Самант", "Капкăн" журналсенче, республикăра тухса тăракан хаçатсенче пичетленнĕ, уйрăммăн кĕнекесемпе тухнă. "Авлантарчĕç", "Ехрем хуçа" пьесисем тăрăх чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ театрăн сцени çинче спектакльсем лартнă. Анатолий Ильич сценарийĕпе Вячеслав Оринов режиссер тулли метражлă "Ехрем хуçа" фильм ÿкернĕ. Юлашки вăхăтра ентешĕмĕр проза çине пысăк тимлĕх уйăрать, ритмăласа çырасси еннелле туртăнма тытăнни сисĕне пуçларĕ. Çыравçă пурнăç уттинчен юласшăн мар, общество юхăмне хастар хутшăнать. Кипеч пултарулăхĕнче паянхи пурнăç таппи, малашлăх туртăмĕ вăйлă аталаннă, философипе психологи никĕсĕ çирĕп тата тарăн.

Анатолий Кипечĕн "Хĕç тумалли хурçă", "Улăп таврăнни", "Юратусăр телей çук", "Чĕлхесĕр пике", "Ыранхи кун сăнарĕ", " Пурнăç кĕнеки", "Думы о чувашском", "Чăваш пулма çăмăл мар", "Шартлама", "Тарзан Мархви" кĕнекисем халăх хушшинче анлă сарăлнă, библиотекăри çÿлĕксем çинче тусан пуçтарса выртмаççĕ. Çÿлерех асăннă сăмахсене сцена çинчен пухăннисене юбилей каçне ертсе пыракан Ольга Микушина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçин çумĕ Юрий Алексеев, "Республика" хаçатăн тĕп редакторĕ Лидия Филиппова, Анатолий Никитин композитор, Шăхасанти "Парчар" фольклор ушкăнĕн ертÿçи Виталий Дмитриев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Максимов, вăтам шкул директорĕ Михаил Федоров, Вячеслав Анатольев вĕрентекен, Кипечĕн йăмăкĕ Галина каларĕç, 75 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламларĕç, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх, пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунчĕç. Анатолий Ильичпа пĕрле районăн Мухтав юррин сăмахĕсене çырнă Карăклă поэчĕ Шевкен Гришши Германи тĕп хулинчен Берлинтан, вăл унта хĕрĕпе кĕрĕвĕ патне хăнана кайнă, янă салама вуласа пачĕç. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов та юбиляр ячĕпе ăшă сăмахсем тупса шĕкĕр хуларан хут ăсатнă.

Анатолий Кипеч хăйĕн сăввисене вуларĕ, ун сăмахĕсем тăрăх çырнă "Тăван ялăм", "Çут тĕнчене килтĕм" тата темиçе юрă юрласа пачĕ. Юбилей каçне кипечсен "Çăлкуç", шăхасансен "Парчар" фольклор ушкăнĕсем, районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль хаваслă юрăсемпе илемлетрĕç. Анатолий Никитин ертсе пыракан "Янташ" эстрада ушкăнĕ Анатолий Кипеч сăмахĕсемпе кĕвĕленĕ, халăхра анлă сарăлнă юрăсене шăрантарчĕ.

Районти чылай библиотекăра Анатолий Кипеч 75 çул тултарнине халалласа "Канаш енĕн сумлă çынни" ятпа курав йĕркеленĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика