АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыпарсем

17 августа 2012 г.

Хăйне евĕрлĕ фотокурав

"Московский комсомолец" хаçат редакцийĕ Канаш хула администрацийĕнче "Пĕрремĕш çынсем" – Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин тата Д.Медведев премьер-министр çине йăлана кĕнĕ пек мар, урăхла пăхассси – курав ирттернĕ. Фотоÿкерчĕксенче патшалăхăн пĕрремĕш çыннисене телевизорпа, хаçатсенче курма çук самантсенче сăнланă. Фотограф объективне кашни çынна тивĕçлĕ чĕрĕ кăмăл-туйăмсем лекнĕ.

Куравра – президентпа премьера чиркÿ службинче, ытти çĕршывсен пуçлăхĕсемпе тĕл пулнă вăхăтра, çĕршыв регионĕсенче ĕçлĕ çул çÿревре пулнă чухне, уйра, Хĕрлĕ площадьри концертра, шкулта, будда тĕнне ĕненекенсен мăнастирĕнче тунă сăн ÿкерчĕксем. Курав виçĕ кун ĕçленĕ. Унти фотоÿкерчĕксене хуларан та, районтан та нумаййăн пырса курнă.

Чăваш Енре çакнашкал фотокурава пуçласа экономика форумĕнче кăтартнă. Унта хутшăнакансем курава республикăн хулисемпе районĕсенче ирттерме сĕннĕ.

.

Пулă шÿрпи пурне те килĕшрĕ

Районта ял уявĕсем пыраççĕ. Çак кунсенче кăвар чĕреллĕ поэтăмăрăн ентешĕсем ял кунне савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç. Кăçал яла никĕсленĕренпе 352 çул çитрĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Иванова ентешĕсене уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ, ял тăрăхĕн пурнăçне активлă хутшăнакансене дипломсемпе парнесем парса хавхалантарчĕ. Шупашкартан килнĕ хăнасем те саламлама ăшă сăмахсем тупрĕç. Культура çурчĕ çумĕнчи "Шĕкĕр" ансамбль хитре чăваш юррисемпе, ташшисемпе савăнтарчĕ.

Арçынсенчен чылайăшĕ уява вăлтасемпе пынă, ăманĕсене те манса хăварман. Вĕсем çывăхри пĕвере пулă тытса "Ялти чи лайăх пулăçă" ята илессишĕн ăмăртрĕç. Чи нумай тытаканни Е.Яковлев пулчĕ. Хĕрарăмсем те айккинчен пăхса лармарĕç. Вĕсем пулă тасатрĕç. Вăр-вартараххи – С.Сорокина. Вĕсем тăрăшнипе ял çыннисем техĕмлĕ пулă шÿрпи çирĕç. Ăна пурте юратса çини Евгенипе Светланăшăн хаклă парне евĕрех туйăнчĕ.

Ĕлĕкхилле картана тăрса тăван ен, ĕç, çĕр çинчен юрлани уява нумайлăха асра юлакан илем кÿчĕ. Тĕрлĕ конкурссенче хăйсен пултарулăхне, спорт ăмăртăвĕсенче вăй-халне тĕрĕслерĕç.

Старта тухнă

Йăлана кĕнĕ тăрăх Физкультурниксен кунне районăн тĕп стадионĕнче ирттернĕ. Ялти спорт вăййисене Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев хутшăннă, сăмах каланă. Алексей Николаевич тĕрлĕ ăмăртура пысăк çитĕнÿсем тунисен пысăк йышне наградăсем панă. Ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль коллективĕ илемлĕ юрăпа старта тухма çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнеленĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов та уяв ячĕпе саламланă. Суту-илÿ лавккисем ĕçленĕ.

Спортăн 12 енĕпе ăмăртнă ялти спортсменсем. "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕн бассейнĕнче ишевçĕсем тупăшнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсем тивĕçлĕ наградăсем илнĕ.

Йышпа тунă ĕç курăмлă

Нумаях пулмасть Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче шыв пăрăхĕ шăтнипе çиеле шыв тапса тухнă. Ăна юсас тесе, 65 метр тăршшĕ полиэтиленран тунă пăрăх хывма йышăннă. Çакă чукун пăрăхсенчен хăпма май панă. Шыв пухăнакан çăлра пушар машинисем валли шарнирлă кран вырнаçтарнă.

Полиэтилен пăрăхсене халăхран шывшăн пухнă укçа-тенкĕпе туяннă. Вĕсен вăйĕпех улăштарнă. Ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе шывшăн кашни çын пуçне 20 тенкĕ илме палăртнă. Пухăннă укçапа электроэнергишĕн тÿленĕ, çĕнĕ насуссем илнĕ, водопроводпа шыв башнине юсанă.

А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика