17 августа 2012 г.
Халăха мĕн пĕрлештерет; Пĕрле пухăнса калаçни, пĕр-пĕрин шăпипе интересленни. Çапла вара эсĕ пĕччен пулманнине туйса илетĕн, хăвăн савăнăçупа хуйхуна тепĕр çынпа пайлатăн.
Çакăн пек шухăш-кăмăлпа çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче пухăнчĕç аслăялсем ялăн черетлĕ уявне. Ватă-и эсĕ, çамрăк-и – илемлĕ кĕвĕ-çемĕ пурин кăмăлне те тыткăнлать, çынна самантлăха та пулин хуйха-суйха сирме, вăхăтлăха ĕç çинчен манма май парать. Юлашки вăхăтра уява çулсерен ирттерме тытăнчĕç. Ун пек чухне ялта пурăнакансем йышлă пухăнаççĕ, питĕ тăрăшса хатĕрленеççĕ. Ялĕ пысăках мар пулин те йĕркипех çăмăл машина ларать, унта та кунта çын утать. Эппин, ял пурăнать. Ун пек чух чун çĕкленет.
Аякранах тĕрлĕ тĕслĕ хăюсем çыхни курăнать, ал ăстисен кĕтесĕ те куçа илĕртет. Унтах авалхи ĕç хатĕрĕсем, экспонатсем. Хальхи çамрăксемшĕн, паллах, интереслĕ. Хаваслă кĕвĕ янăрани таçтанах илтĕнет: Николай Иванович Иванов музыка аппаратурине вырнаçтарать. Вăрăм сĕтелсем, пурне те ларса курма йĕркипех саксем хатĕрленĕ.
"Арçын апачĕ тутлăрах пулать вăл. Апатне хамах пĕçеретĕп", – тет уява килсе çитнĕ пирĕн ентеш, Раççейĕпех паллă тренер Леонид Васильевич Иванов. Унпа пĕрле Валентина Семенова, Ольга Евгеньева, Ирина Игнатьева хуран умĕнче "ташласа" тăраççĕ. Пĕр хуранĕнче – какай шÿрпи, тепринче пулă яшки вĕреççĕ. Зоя Тимофеева çĕнĕ çĕр улми пĕçернĕ, Инна Николаева пыллă сăрапа квас вĕретсе тухнă.
Кăшнаруй ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Геннадьевна Шакова нумайăшне хисеп хучĕсем парса чысларĕ, кашнин валлиех ăшă сăмах çеç мар, сăвă йĕркисем те тупса вуларĕ.
Римма Григорьева пухăннă çынсене ял историйĕпе паллаштарчĕ. Çакă пĕчĕк ялта паллă çынсем пурри те савăнтарать. Юрий Ювенальев тава тивĕçлĕ ÿнерçĕ хăйĕн кĕнекине парнелерĕ. (Питĕ илемлĕ ÿкерчĕксем çеç мар, кĕнеке çырма та мехел çитерет маттур арçын). Шупашкарти Союзсен çуртĕнче ĕçлекен пирĕн ентеш Эдуард Васильевич Иванов Улаксар клубĕн администраторне грамотăпа чысларĕ, профсоюз урлă пулăшу кÿчĕ, ырă сунса лайăх сăмахсем каларĕ.
Ял халăхне саламлама пĕр тăван Федоровăсем ятарласа килсе çитрĕç. Виççĕшĕ те юрлама ăста вĕсем, виççĕшĕ те музыка пĕлĕвĕ илнĕ. Светлана Михайловна Сĕнтĕрвăрри районĕнче пурăнать, Елена – Шупашкарта, Лидия Сарине – чăваш çыравçи. Тĕрлĕ жанрпа çырать хайлавĕсене: тăван ял, юрату, чăваш чĕлхи, пурнăç çинчен. Уявра вăл хăйĕн сăввисене вуларĕ. "Анне çăкри" сăвă уйрăмах пурин кăмăлне те кайрĕ.
"Хĕлхем" ушкăн юрă хыççăн юрă шăрантарчĕ. Паян-ыран çуралнă кунне паллă тăвакансене саламласа юрăсем парнелерĕç.
Чи аслă ватăсене те, чи çамрăккисене те саламлама манмарĕç. "Йÿçĕ! Йÿçĕ!" – кăшкăрать ял халăхĕ. "Ылтăн туй" сайра пулать паллах. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе аллă çул пурăнаççĕ Василий Федотович Федотовпа Фаина Никифорова Никифоровна. Вĕсем хăйсен çамрăклăхне аса илсе вăтана-вăтана чуп туса илчĕç.
Тĕрĕсех калаççĕ-тĕр: савăнăçа хамăрăнах тума тăрăшмалла. Çак уяв та ялти çынсем тăрăшман пулсан кунашкал хаваслă иртмен пулĕччĕ. Ĕнтĕ кăвак çутă та палăра пуçларĕ, ял халăхĕ килĕсене саланма васкамарĕ-ха. Николай Иванович ватăсене ĕлĕкхи юрăсем юрлаттарчĕ, чăваш ташши ташлаттарчĕ. Ку уяв нумайлăха асра юлĕ. Çапла вăл пурнăç. Пурте пĕрле тăрăшсан, чăмăртансан çеç ĕçлеме те, савăнма та аван. Пурăнар-ха, ял-йыш!
Римма ГРИГОРЬЕВА
тата Лидия САРИНЕ.