15 августа 2012 г.
Саманан кашни тапхăрĕ, этемлĕхĕн кашни ăрăвĕ ял пурнăçĕнче хăйĕн йĕрне хăварать. Ку манăн ялăм, унтан хаклăраххи, илемлĕреххи çĕр çинче урăх çук. Кунта пурнăç пуçламăшĕ: ачалăх, çамрăклăх, йăла-йĕрке, тăвансем, тус-тантăш...
Пирĕн ялта ырă чун-чĕреллĕ, ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Кашниех хăй кăмăлланă профессие суйласа илнĕ, ĕçре ят-хисепе тивĕçнĕ.
Николай Иванов 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче Çĕнĕ Ачча ялĕнче çуралнă. 1979 çулта Ачча вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Шкул хыççăн "Советская Армия" совхозра тракторист пулса ĕçленĕ. Тепĕр çулхине Николайăн çара кайма ят тухнă. 1981 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа 1982 çулхи декабрь уйăхĕччен Демократиллĕ Афганистан Республикинче салтак тивĕçне пурнăçланă. Николай Геннадьевича çарта паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн "Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн", "Тав тăвакан афган халăхĕнчен", "СССР хĕç-пăшаллă çарĕсем 70 çул тултарнă ятпа" медальсемпе, СССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотипе наградăланă. Салтакран таврăнсан вăл пилĕк çул хушши Канашри пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийĕнче, вакунсем юсакан заводра, 1987 çултан пуçласа "Советская Чувашия" совхозра газосварщикра ĕçленĕ, халĕ уйрăм предприниматель патĕнче вăй хурать.
Николай Геннадьевич пурнăçри чи шанчăклă та çепĕç юлташне аякра шыраман, ăна тăван Çĕнĕ Ачча ялĕнчех тупнă. Шăп та лăп 30 çул каялла юратакан икĕ чĕре пĕрлешсе пĕрне-пĕри "манăн упăшка" тата "манăн арăм" теме пуçланă. Николай Геннадьевичпа Наталья Всеволодовна Ивановсем ĕмĕр тăршшĕпех пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнма тупа тунă. Вăтăр çул хушши çак тупана тивĕçлĕ тытса пурăннипе пурнăçăн анлă çулĕ çинчи тумхахсенчен ăнăçлă пăрăнса иртсе малалла тĕллевлĕн утма пултарнă. Пилĕк ачана çутă кун пилленĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă.
Хисеплĕ ентешĕмĕре Николай Геннадьевич Иванова çур ĕмĕрхи юбилейĕ ячĕпе тата çемье çавăрнăранпа 30 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр. Малашне те килĕштерсе пурăнма çирĕп сывлăх, телей сунатпăр, ачăрсен, мăнукăрсен çитĕнĕвĕсемпе нумай-нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр.
М. ФЕДОРОВА,
библиотекарь.