15 августа 2012 г.
Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ, РФ ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров Чăваш Ен халăхне "Восток-3" тата "Восток-4" карапсем ушкăнпа тĕнчере пуринчен малтан уçлăха вĕçнĕренпе 50 çул çитнĕ ятпа саламланă.
"Çур ĕмĕр каялла чăвашсен Кăйкăрĕ Андриян Николаев тата Днепр хĕрринче çуралса ÿснĕ Караппăл Павел Попович вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ. Çăлтăр тăвансен хастарлăхĕ, чун-чĕре хăвачĕ, туслăхĕ этемлĕх историне кĕрсе юлчĕç, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăчĕç. Уçлăха парăнтарнисен паттăрлăхĕ сире çитĕнÿсем тума хавхалантартăр! Çирĕп сывлăх сунатăп, ĕмĕтĕрсем ăнăçлă пурнăçа кĕччĕр!" – тенĕ салам çырăвĕнче.