15 августа 2012 г.
Виççĕшĕ те паллă çынсем. Вĕсемшĕн Шаккăл шкулĕ ĕмĕрлĕхех асра, ăна епле манăн-ха. Унăн вĕрентекенĕсем вĕсене пурнăç çулĕ çине тарăн пĕлÿ парса кăларнă. Г.Прокопьев пурнăçăн чи лайăх вăхăчĕсене шкулта ирттернĕ. Шаккăлта, Карăклăра ачасене нимĕçле вулама-çырма, калаçма вĕрентнĕ. Ахаль учитель те, класри тата класс тулашĕнчи мероприятисене йĕркелесе тăракан та, директор та пулнă. Пушă вăхăтра алла кĕнеке тытма юратать. Сăвăсем çырма ăста Григорий Гурьевич, хайлавĕсем чăвашла та, вырăсла та Шевкен Гришши ятпа пичет станукĕ витĕр тухса вулакансем патне çитеççĕ. Чылай сăввине юрра хывнă. Халăх вĕсене юратса йышăнчĕ. Халĕ канăçа пĕлмен ветеран пичете пама çĕнĕ кĕнеке хатĕрлет.
П.Тихонов вăрман техникин институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, вăрман хуçалăхĕн хисеплĕ ветеранĕ, Чăваш Республикин вăрман хуçалăх министрĕн çумĕнче, вăрман хуçалăх комитечĕн председателĕнче ĕçленĕ. Петр Тихонович – истори наукисен кандидачĕ, Чăваш патшалăх университетĕнче студентсене вĕрентнĕ, 29 кĕнеке авторĕ.
Карăклă çамрăкĕ В.Евгеньев çунатлă ĕмĕтне пурнăçа кĕртме Шупашкарти аэроклубран пуçланă. Темиçе хутчен парашютпа сикнĕ. Тамбоври летчиксен училищинчен вĕренсе тухсан икĕ çул тĕрлĕ çар чаçĕсенче службăра тăнă. Ăна Челябинскри вĕçев училищине штурмана вĕренме янă. Виктор Евгеньевич самолет çинче 1973 çулччен вĕçнĕ. Отставкăна тухсан пĕр вăхăт Ростов облаçĕнчи Азов хулинче водолазсен пулăшу командине ертсе пынă. Халĕ Тăвайĕнче пурăнать.
В.АЧЧА.