15 августа 2012 г.
Çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕнчи граждансене хаклă мар, хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелли тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстермелли мерăсем çинчен" 600-мĕш Указне мĕнле пурнăçлани çинчен строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Громов доклад тунă. Вăл палăртнă тăрăх – 2012 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республика территорийĕнче мĕн пур енĕпе уйăрнă укçа-тенкĕ шучĕпе 273,4 пин тăваткал метр лаптăк (2011 çулхи çак тапхăртинчен 105,1 проц.) пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. "Раççей гражданĕсене – пурăнмалли хаклă мар, хăтлă çурт-йĕр" приоритет наци проектне пурнăçласа 2012 çулта 939 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма пăхнă.
Михаил Игнатьев çурт-йĕр строительствин рынокĕнче конкуренцие аталантарма кирлине уйрăммăн палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех финанс рынокне коммерци строительство фирмисен тата хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кăмăл тăвакансен укçи-тенкине анлăрах явăçтарма, уйрăммăн илсен – республикăн Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фончĕн çурчĕсенче пурăнакан граждансене хăйсен хваттерĕсене сутăн илмелли право никĕсне хатĕрлемелли процеса хăвăртлатма сĕннĕ. "Пурăнмалли çак çурт-йĕре сутса тунă укçана Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр фондне малалла йĕркелеме ярĕç. Ку – çак программăна аталантармалли витĕмлĕ резерв", – тенĕ Михаил Игнатьев.
Тĕп хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пухăннисене Шупашкар хулин кунне уявлассине халалланă культура мероприятийĕсемпе паллаштарнă. Вĕсем пуçланнă ĕнтĕ, çурла уйăхĕн 19-мĕшĕччен тăсăлĕç. Михаил Игнатьев çывăх кунсенче йĕркелÿ саманчĕсене пăхса тухма, çав шутра хула çыннисене уяв салючĕ хыççăн транспортпа тивĕçтерес ыйтăва татса пама хушнă.
Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Алексей Табаков "Атăлçи пир-авăр компанийĕ" АУОри лару-тăру çинчен пĕлтернĕ. Малашне "Килти пир-авăр" дивизион лапамĕнче электротехника, çĕвĕ, атă-пушмак тата инжиниринг профильлĕ вăтам тата пĕчĕк предприятисенчен тăракан производство технопаркĕ йĕркелĕç. "Мега Молл" суту-илÿ комплексĕ çумĕнчи çурта та инвесторсем куç хывнă.
"Кĕпе-тумтир" дивизион енĕпе лару-тăру кăткăс. Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче "Атăлçи пир-авăр компанийĕ" АУОн производство лапамĕсене арендăна илмелли вăхăт вĕçленнĕ май "Чăлхапа трикотаж фабрики" ООО Шупашкар хулин ĕçпе тивĕçтерекен центрне юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнчен йышлăн – 1011 çын, тĕпрен илсен, çĕвĕ специальноçĕн ĕçченĕсене ĕçрен хăтарасси çинчен пĕлтернĕ. "Хальхи вăхăтра çăмăл промышленноç предприятийĕсенче ĕçлев рынокĕнче 745 ваканси пур", – палăртнă министр. "ВТК" акционерсен обществи тавра тухса тăнă çивĕч ыйтусене татса пама Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерстви "Чăлхапа трикотаж фабрики" ООО учредителĕсемпе те, салук тытаканпа та – Раççей Перекет банкĕпе – калаçусем ирттерет. Ĕçрен хăтарасси çинчен пĕлтернине илнисене ĕçе вырнаçма пулăшмалли мерăсене палăртнă. "Çак отрасльте халь кăткăс процессем иртеççĕ. Предприяти ĕçченĕсене тимлĕхсĕр хăварма юрамасть. Пирĕн тĕллев – вĕсене профессие вĕрентесси, ĕçе вырнаçтарасси. Эпир Атăлçи пир-авăр компанийĕ панкрута тухнă май япăх пулăмсене чакарма, обществăра социаллă çивĕчлĕх ан ÿстĕр тесе тăрăшма тивĕç", – палăртнă республика Пуçлăхĕ.
В.ВАСИЛЬЕВ.