10 августа 2012 г.
Энцефалит – пуç мимин шыççи. Энцефалита пĕрремĕшли (кун пек чухне энцефалита пуçараканĕ пуç мими патне çитсе ăна сусăрлатать) тата иккĕмĕшли (кун пек чухне вăл тепĕр чирĕн йывăр палли пулса тăрать) çине уйăраççĕ.
Сăвăс энцефаличĕ – вирусла инфекци, вăл нерв системине хавшатать. Инфекци шала кайсан çынна паралич çапма е унăн пурнăçĕ те татăлма пултарать.
Çут çанталăкра энцефалит вирусĕ сăвăссенче упранать, вĕсем вăрманта тата вăрман çывăхĕнче пурăнаççĕ. Сăвăссем çут çанталăкра чылай тĕл пулаççĕ, анчах та çынсене чăнласах та хăрушлăх кÿрекен икĕ тĕсĕ пур (таежный клещ, европейский лесной клещ).
Сăвăс энцефаличĕ çуркунне-çуллахи тапхăрта аталанать, çакна вируса ертекенсем "хастарланнипе" сăлтавламалла. Инфекци çынна сăвăс юн ĕмнĕ чухне лекет. Сăвăс амисем юна темиçе кун таранччен пĕр чарăнми ĕмме пултараççĕ, вĕсен виçи ун пек чухне 80-120 хутчен пысăкланса кайма пултарать. Аçисем темиçе сехет çеç "апатланаççĕ", вĕсем çыртнине çын туймасан та пултарать. Энцефалит вирусĕ сăвăс ÿт çине ларсанах ерме пултарать. Çак вирусах вар-хырăм урлă та çаклатма пулать, уйрăмах качакан е ĕнен чĕрĕ сĕтне ĕçнĕ чухне, енчен те выльăх хăй инфекциллĕ пулсан паллах.
Сăвăс энцефаличĕ лекнине ăçтан пĕлме пулать-ха; Вирусăн инкубаци тапхăрĕ вăтамран 7-14 куна тăсăлать. Çын хăвăрт вăй чакса пынине сисет, пит тата мăй çинчи ÿт çывăрса тăрать. Хăш-пĕр чухне çак амак ÿт температури 38-40 градуса çити хăпарса кайнипе пуçланать. Лихорадка 2 кунтан пуçласа 10 кун таранччен тăсăлма пултарать. Çын пуç ыратнипе, кăмăл пăтраннипе, вăй çуккипе тата ыйхă килменнипе аптăрама пуçлать...
Кун пек чухне çынна епле пулăшу пама пулать-ха; Сăвăс энцефаличĕн паллисене тупса палăртсан çынна тÿрех инфекци больницине ăсатмалла.
Çак амакран сыхланса юлас тесен вакцинаци тутармалла. Енчен те вăрмана тухса çÿретĕр пулсан ятарлă тумтир тăхăнăр. Сăвăс ÿт çине ларчĕ пулсан ăна унтан илмеллех, кайран инфекци больницине тĕрĕслеве кайса памалла. Сăвăс инфекциллĕ пулнă пулсан кăпшанкă çыртнă çынна иммуноглобулинпа укол тăваççĕ. Унăн витĕмĕ сăвăс ларсан пĕрремĕш кунне питĕ пĕлтерĕшлĕ, енчен те тăватă кун иртсе кайнă пулсан çак процедурăна пачах та тумаççĕ.
Сĕте вĕретмесĕр ан ĕçĕр.
Т.ПЕТУХОВА,
медстатистик.