10 августа 2012 г.
ЧР Шалти ĕçсен министерстви тата Гостехнадзор управленийĕ çурла уйăхĕн 1-31-мĕшĕсенче республикăра "Трактор" операци ирттереççĕ. Техникăн кашни хатĕрне патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр палăртнă тапхăрта кăларнине, транспорт налукĕ вăхăтра тÿленине, ОСАГО полисĕ пуррипе çуккине тишкереççĕ. Кивĕ машинăсене шутран кăларса тимĕр-тăмăра яма ыйтаççĕ.
Уйăхлăх иртнĕ вăхăтра патшалăх техтĕрĕслевĕн районсенче ĕçлекен инспекцийĕн патшалăх аслă инспекторĕсем графикпе килĕшÿллĕн районсем тăрăх рейдсене тухса çÿрĕç, пирĕн района ĕçтешсем Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Куславкка, Вăрмар, Йĕпреç, Тăвай районĕсенчен килĕç. Иртнĕ эрнере Йĕпреç, Комсомольски, Елчĕк, Элĕк районĕсенче рейдсем иртнĕ те ĕнтĕ. Патшалăх аслă инспекторĕсем юсавсăр тата усă курмалли вăхăчĕ тухнă темиçе техника хатĕрне тытса чарнă.
Пĕлтĕрхи кăтартусене аса илсе хăварсан та ытлашши пулмĕ, çурла уйăхĕнче республикăра 2123 трактора, çул-йĕрпе строительство машинине тĕпченĕ пулнă. 74-шĕпе машинăсене тивĕçлĕ органта шута илмелли, 136-шĕпе вĕсене патшалăхăн техника тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли йĕркесене пăсса çÿренĕ. 80-шĕн рулĕ умне тракторист-машинист удостоверенийĕ илмесĕрех ларнă. 78-шĕпе техникăна шута илнине çирĕплетекен документсăрах çула тухнă. 64-шĕн машинăна шута тăратсан паракан паллă пулман. 195-шĕ тĕрĕсленĕ чухне юсавсăрри палăрнă. Инспекторсем çавнашкал çитменлĕхе тăрă шыв çине кăçал та чылай кăларасшăн.
А.ПЕТРОВ,
патшалăх техтĕрĕслевĕн Канаш районĕпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхĕ.