АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулусене çĕнтерÿпе вĕçлерĕç

10 августа 2012 г.

Хулари "Локомотив" стадионта Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен ХI спартакиади шучĕпе мини-футболла вылякансен ăмăртăвĕн зонăсенчи çурма финалĕ иртрĕ. Унта Канаш хулин, Канаш, Элĕк тата Вăрмар районĕсен администрацийĕсен командисем хутшăнчĕç.

Пирĕн ентешсем пĕрремĕш тĕл пулура элĕксемпе вылярĕç. Вĕсем хăнасене çăмăллăнах 9:2 шутпа парăнтарчĕç. Иккĕмĕш вăйă çивĕч иртрĕ. Канашсем вăрмарсене 2:1 шутпа çĕнтерчĕç. Финалти ăмăртусене тухассишĕн Канаш хулин тата районĕн администрацийĕсен командисем кĕрешрĕç. Район футболисчĕсем ăстарах пулчĕç: вăйă 4:3 шутпа, пирĕн команда çĕнтернипе, вĕçленчĕ. Иккĕмĕш вырăна вăрмарсем йышăнчĕç.

В. АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика