АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялтах тухма пулать

10 августа 2012 г.

Хальхи вăхăтра – июлĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 8-мĕшĕччен районта пурăнакан халăхăн хăйĕн сывлăхне вырăнтан тухмасăрах тĕрĕслеттерме майсем пур. Ку ĕçе республикăн куçса çÿрекен флюорографи установкипе усă курса пурнăçлаççĕ. Тĕрĕслевĕн тĕп тĕллевĕ – çынсен сывлав органĕсен чирĕсене тата туберкулеза малтанхи тапхăрсенче тупса палăртасси. Çавăнпа та асăннă мероприятие пурин те хутшăнма тăрăшмалла. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсен, ялти вĕренÿпе культура ĕçченĕсен вырăнти фельдшера çак ĕçе йĕркелесе ирттерме пулăшмалла.

Паянхи куна районта 962 çын флюорографи тĕрĕслевĕ тухнă. Шăхаль, Кăшнаруй, Улаксар, Çĕнĕ Пинер ялĕсенче ĕçе лайăх йĕркеленĕ.

Августăн 3-мĕшĕнче флюороустановка Уçырмара пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслерĕ. Çапла вара графикпа вăл кашни ялах çитĕ. Районта пурăнакансем хăйсен сывлăхĕшĕн яваплăха туясса шанатăп.

Л.АЛЕКСЕЕВА,

фтизиатр врач.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика