АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăтапуçĕнчи Кулибин

10 августа 2012 г.

- Ялти вулавăшра кил-çуртри йывăр ĕçсене çăмăллатас енĕпе çырнă кĕнекесене кăсăкланса вуласа тухрăм, хăш-пĕр кирлĕ паха сĕнÿсене манса каясран ятарласа йĕркелесе пыракан хулăн тетраде çырса хутăм. Тавтапуç сире! Çĕннине, кирлине нумай вуласа пĕлтĕм, – терĕ вулав пÿлĕмне кĕрсе тăнă Сергей Александрович Скворцов.

Сергей Александрович хăй те çынсене ырă пуçарусем шухăшласа кăларса тĕлĕнтерекен ăстаçă. Вăл 50 çул каялла Вăтапуç ялĕнче кун çути курнă. Хăй вăхăтĕнче ялти шкултан, унтан Канаш хулинчи пĕр техника училищинчен ăнăçлă вĕренсе тухнă. Ун хыççăн совет çарĕнче хĕсметре тăрса хăйĕн таса тивĕçне пурнăçланă. 2011 çулччен çемйипе тăван ялтан инçетре вырнаçнă Электросталь хулинче пурăннă, арăмĕпе иккĕшĕ Оля ятлă хĕрне çитĕнтернĕ. Мускавпа Курск хулисем хушшине пĕрлештерсе тăракан чукун çула тирпейлĕ те юсавлă тытса тăрас ĕçре ырми-канми вăй хунă вăл. Каламасăрах паллă, яланах ырă пуçарусем шухăшласа кăларма хăнăхнă Сергей, хăйĕн юлташĕсене пĕрре кăна мар ĕçе тата та çăмăллатакан сĕнÿсемпе тĕлĕнтернĕ.

Пĕр хĕвеллĕ те ырă кун вăл ялти вулавăша çÿрекенсене хăйĕн ырă пуçарăвĕсене хаклакан патенчĕсемпе тата тĕрлĕ удостоверенийĕсемпе, экономика, промышленность, суту-илÿ, тăван тавралăх министерствисемпе çыхăну тытнă ĕç хучĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вĕсенчи пĕр хутĕнче эпир "На основании Положения о регистрационной деятельности открытого акционерного общества "Российские железные дороги" ОАО "РЖД" утвержденного распоряжением от 03 июня 2008г. "08 предложение "Страховочная струна" признано рационализаторским", – тесе вуларăмăр. Тепĕр патенчĕн юлашки йĕркисенче "Полезная модель "75031 "Об устройстве для контроля отклонения от вертикальности объектов" зарегистрирована в государственном реестре полезных моделей Российской Федерации 20 июля 2008 года", – тесе çырнă.

Сергей хăйĕн пĕрремĕш рационализаци пуçарăвне салтакра, Казахстанра, çар машинисене упракан вăрттăн объектра пурнăçланă. Çакăншăн вăл тăван киле ытти юлташĕсенчен маларах килме тивĕçлĕ пулнă.

– Эпĕ атте пек пулĕ. Пирĕн аттене, Александр Егорович Скворцова, Канашри ВРЗра ĕçлекен ăста токаре, вăрçă пуçлансанах вăрçă хирне ăсатман: ăна бронь парса кăткăс станоксемпе ĕçлеттернĕ. Вăл тупăсем валли хатĕрлесе кăларакан снарядсен станокĕсен хăш-пĕр пайĕсене улăштарса çĕнетсе ĕç тухăçлăхне икĕ хут ÿстерме пултарнă. Кайран вăл хăй ирĕкĕпе Тăван çĕршыва хÿтĕлеме кайнă, вăрçăран хăрах урасăр таврăннă, орден-медаль илме тивĕçлĕ пулнă, – каласа парать Сергей Александрович.

Сергей Александровича хальхи вăхăтра тăван таврари пĕвесемпе кÿлĕсен шăпи хытă пăшăрхантарать.

– Вĕсем çине пăхма та хăрушă вĕт: юхăнса симĕсленсе кайнă, лаптăкĕпех тĕрлĕ шыв курăкĕ ешерет, хур кайăксене ишме те вырăн çук. Çуллахи шăрăх кунсенче çакăн пек пăтранчăкра мĕнле шыва кĕрĕн-ха;

Çак пăтăрмахсене сирме вăл хăйне май ниçта çук машина тытăмĕ ăсталаса хатĕрленĕ. Ку хатĕр тĕрлĕрен пăрăхсенчен, троссенчен, гидроцилиндрсенчен, роликсенчен, платформăсенчен тăрать. Ăна вăл "Стрелковое устройство для очистки водоемов" тесе ят панă. Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртес тесе кăçалхи çул вăл тĕрлĕ министерство пуçлăхĕсемпе пĕрре мар канашланă.

– Нумаях пулмасть Мускав хулинчи çак ыйтусемпе ĕçлекен промышленность институтĕнчен çыру илсе вуларăм. "Единая Россия" парти тата тĕрлĕрен министерство пулăшнипе ĕç малалла каясса питĕ шанатăп, – тет вăл.

– Тăван тавралăх, кÿлĕсемпе пĕвесем илемлĕ, таса пулччăр, хуласеме ялти çынсем ют çĕр-шывсене канма кайса пур-çук укçисене тăккаласа ан çÿреччĕр, хамăр таврари вырăнсемпех киленччĕр! Тата çак ĕçĕн усси пысăк, шыв тĕпĕнче пухăннă юшкăна пухса тăван уй-хире кăларса вĕсен тухăçлăхне ÿстерме пулать.

Вăтапуçĕнчи Кулибин хальлĕхе çак пуçарăвăн патентне те, сертификатне те илеймен-ха. Апла пулин те çĕнĕлĕх хăйĕн вырăнне тупасса питĕ шанать.

Эпир Сергей Александровича çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр!

Ю.НИКИТИН,

обществăлла корреспондент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика