10 августа 2012 г.
Сителсем хăйсен ялĕ 507 çул тултарнине паллă турĕç. Паянхи куна çитнĕ халапсем тăрăх унăн ячĕ çын ятĕнчен пулнă. Çак ялтан темиçе çемье уйрăлса тухса ялсем пуçласа янă. Сăмахран, Сител ялне ун чухне Сител тăрри тенĕ, Тукай, Малти Тукай, Шĕкĕр. Пăва уесне куçса кайса Хирти Сител ят панă, халĕ çак ял Патăрьел районне кĕрет. Ял тавра вăрман кашласа ларнă. Çырмасем шывпа тулли пулнă.
Яла пысăк çырма икке пайлать. Пĕр пайне Хыçалти çырма, теприне Пачанар теççĕ. Виçĕ çухрăмра Кĕçĕн Çавал шывĕ юхса выртать. 18-мĕш ĕмĕр варринче тыр-пул ÿстерме çĕр çитменнине пула вăрмана касма тытăннă. Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче юмансене карап тума каснă. Йывăçсенчен пÿрт лартнă, хăма таврашĕ хатĕрленĕ. Çав вăрмансен ячĕсем çеç сыхланса юлнă: Шĕкĕр ращи, Ушанар вăрманĕ, Пĕтнĕ ката, Чалăш кати, Ушанар хăртни, Чалкасси хăртни, Шăхасан ращи. Асаттен, Кирилл Христофоровăн, сăмахĕсем халĕ те асрах-ха. Вăл каланă тăрăх, иртнĕ ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче хыр вăрманне (халăхра ăна "Йыт çаппи" теççĕ) каснă хыççăн пилеш, хурама, ытти йывăç хунавĕсем тапса тухнă. Вĕсем ÿссе колхоз анкартийĕ патне çитиех тăсăлнă. Асатте халап-юмах нумай пĕ-летчĕ. Куçĕ начар куратчĕ. Чиркÿ праçникĕсем хăçан килессе туххăмрах ăсра шутласа паратчĕ. 60-мĕш çулсенче ун патне ял историне çырса илме Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем темиçе хутчен те килнĕччĕ.
Пирĕн тăрăхра пурăннă Грузин хуçа çинчен тухнă халапа ялта пĕлмен çын çукрах пулĕ. Те сăнĕпе хура пулнипе, те ятне калама йывăррипе ăна "Грузин" хушма ят панă. 18-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче Сител çĕрĕ çине (Пайкилт ялне хирĕç) Шупашкартан Федор Павлович Резанов купса куçса килнĕ. Лукиян Иванович Иванов тавра пĕлÿçĕ темшĕн-çке ăна Владимир кĕпĕрнинчен тесе кăтартнă. Вăл пÿрчĕпе хуралтисене Çавал Ту çине лартнă. Унтах купса тир-сăран завочĕ тутарнă. Кĕçĕн Çавал хĕрринче шыв арманĕ пулнă. Таврари ялсенче пурăнакан хресченсем унта тырă авăрттарма çÿренĕ. Каялла килнĕ чухне чылайăшне Грузин хуçан тарçисем тапăннă. Çăнăхĕсене туртса илнĕ, хăйсене вĕлернĕ. Тепĕр чухне хресченсене хăйĕн тырă ани çине хуса кĕртнĕ те вырса пĕтермесĕр те килĕсене яман. Е тата хăй патĕнче тарçăра тытнă. Ĕçленĕшĕн пĕр пус та тÿлемен. Туй халăхĕ çине тапăнма та именсе тăман. Таврари ялсенче пурăнакансен выльăхĕсене вăрланă, чĕрĕллех вĕсен тирĕсене тир-сăран завочĕ валли сÿнĕ. Толмачев хушаматлă Çĕрпÿ купси эрех завочĕ тума хатĕрленĕ пĕренесене çунтарса янă. Толмачев Çĕрпĕве таврăнать. Халăх Резанова тавăрма каварлашнă.
Емельян Пугачев пăлхавçă хăйĕн çарĕпе Улатăр хулине çитнĕ. Сител, Ушанар çыннисем ун патне пулăшу ыйтма кайнă. Часах Улатăртан çар ушкăнĕ килнĕ. Вăл каçнă вырăна халĕ "Çар каççи" теççĕ. Резанов çурт-йĕрне ишсе тăкнă. Хăйне, тарма хăтланнăскере, хурамаран çакса вĕлернĕ. Унăн тарçисене те вĕлерсе тухнă. Пугачев пăлхавне хутшăннисене патша влаçĕ тискеррĕн вĕлернĕ теççĕ. Сител халăхĕ çав вырăна халĕ те "Киремет çырми е лупашки" тет.
1930 çулта Грузин çурчĕпе хуралтисем пулнă вырăнта сухаланă чухне чул катăкĕсем, ылтăн хĕрессем, кĕмĕл куркасем, тир çыххисем, тир тумалли хатĕрсем тухнă. 1970 çулта çак вырăнта тĕпчев ирттернĕ. Ун чухне те çавăн пек япаласем чавса кăларнă. Ача чухне Киремет çырминче ĕне касăвне çÿреттĕмĕр. Манран аслăраххисем купса пурăннă вырăнта çар хатĕрĕсем (револьвер, тутăхнă хĕç аврисем тата ытти те) тупнипе мухтанни ĕмĕрлĕхех пуçа кĕрсе юлнă. Унтанпа нумай шыв юхрĕ. Кĕнекере çырăнман халапсенчи вăрттăнлăхсенчен нумайăшĕ яланлăхах çухалчĕ.
20-мĕш ĕмĕрĕн пĕрре-мĕш теçеткинче Сител ялĕ çуррине яхăн çунса кĕлленнĕ. Ун чухне тата 30-мĕш çулсенче ирĕк çĕр шыраса Çĕпĕре, Урала, Çурçĕре тухса кайнă, хăйсенчен вăрттăнлăхĕсене те хăварман. Пилĕк ĕмĕр. Мĕн чухлĕ юрă-кĕвĕ, ташă, тĕрĕ, хĕн-хур, асап, тумтир çак ялăн кун-çулĕнче.
Ытти çĕрти пекех пирĕн патра та ял уявĕ ирттерме пуçларĕç. Кăçал вăл стадионра пулчĕ. Халăх йышлăн пуçтарăнчĕ. Ялăн хисеплĕ çыннисем В.Александрова, Л.Петрова, Н.Федорова тутлă шÿрпе пĕçерчĕç. В.Дмитриев ертсе пыракан "Парчар" ансамбль, Вăрнар районĕнчи "Кипек ен" пултарулăх коллективĕ илемлĕ юрă-кĕвĕпе, "Форсаж" ушкăн ташăсемпе савăнтарчĕç. Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан Л.Егорова сителсене уяв ячĕпе саламларĕ. Любовь Осиповна обществăлла пурнăçа активлă хутшăннăшăн Л. Софроновăна, Г.Алексеевăна, М.Зефирова, Ю.Кириллова, А.Иванова, Ю.Иванова тата Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçине Н.Андреева Тав çырăвĕсем парса хавхалантарчĕ. Татьянăпа Николай Федоровсен виççĕ-мĕш, Татьянăпа Сергей Спиридоновсен иккĕмĕш ача çуралнă. Вĕсене çак ятпа хĕрÿллĕн саламларĕç. Л.Федоров тренер баскетбол тата футбол командисен членĕсене Тав хучĕсем тата медальсем пачĕ, спортпа ялан туслă пулма, тăван ял ятне, чысне ялан çÿлте тытса пыма ыйтрĕ, çĕнтерÿсем тума çирĕп сывлăх сунчĕ. Киров ячĕллĕ кооператив ертÿçи Н.Андреев сителсен тÿпи хуçалăх çитĕнĕвĕсенче пысăккине палăртса хăварчĕ, Петровсен, Зефировсен, Мироновсен çемйисене ырăпа асăнчĕ.
Тутлă шÿрпе çирĕç, савăк вăйăсем вылярĕç, юрларĕç, ташларĕç.
Ю.КИРИЛЛОВ.