10 августа 2012 г.
Канашри элеватор çывăхĕни поселокра Канаш хулин кунне халалласа уяв ирттернĕ. Уява Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров, хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников, "Вăрнарти аш-какай комбиначĕ" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн директорсен канашĕн председателĕ В.Попов килнĕ.
Савăнăçлă пай хыççăн поселокра Вăрнарти аш-какай комбиначĕн "Санар" лавккине уçнă. Хĕрлĕ хăйăва хăнасем каснă. Кунта какай, сыр, сĕт продукчĕсен ассортименчĕ пуян, сивĕтмĕш витринăсем пур. Хакĕсем те пысăк мар. Мĕн каçченех лавккара халăх татăлма пĕлмен.
А.ВИТАЛЬЕВ.