10 августа 2012 г.
Район администрацийĕ кăçалхи çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче ялсене ешĕл тум тата тирпей-илем кÿрес енĕпе смотр-конкурс ирттересси çинчен хушу кăларнăччĕ. Нумаях пулмасть ăна пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕ пĕтĕмлетрĕ.
Урамсем хушшинче чи илемли тесе Çÿлти Вăрманъялти Хурăнлăх аллейи урамне йышăннă. Иккĕмĕш вырăнта – Çĕнĕ Мами выçăлккинчи Канаш урамĕ, виççĕмĕшĕнче – Çеçпĕл ялĕнчи Никифоров урамĕ.
Шкул çулне çитейменнисен учрежденийĕсем хушшинче малти виçĕ вырăна Шăхасанти "Хĕлхем", Вăтапуçĕнчи "Шăнкăрав" тата Ухманти "Пилеш", Чакаçри "Шур курăк" тата Уçырмари "Хĕвел" ача сачĕсем çĕнсе илнĕ. Ялти культура çурчĕсенчен пĕрремĕш вырăна Уçырмари культура çуртне панă. Иккĕмĕшне Çĕнĕ Шелттемри культура çурчĕ тата Сиккассинчи илемлĕх пултарулăхĕн центрĕ, виççĕмĕшне Çеçпĕлти культура çурчĕ йышăннă. Чечексем ÿстерес тата кану кĕтесĕсем йĕркелес енĕпе Карăклăри В.тата М.Петровсем, Вăтапуçĕнчи А.Платонов, Уçырмари Н.Лазенкова, Йăлмаччари Л.Тихонова палăрнă.
Сиккассинчи Н.Вазинге, Кăшнаруйĕнчи А.Никоноров, Мăкăрти А.Алендеев хушма хуçалăхĕсене ертсе пыма ăста. Çак хуçалăхсем призерсен шутĕнче. Шăхасанти "Импульс" физкультурăпа спорт комплексĕ тата Çеçпĕлти "Кĕрсемĕр" магазин территорийĕсенче таса та тирпейлĕ, йывăçсемпе хунавсем ÿсеççĕ. Хăйсен номинацийĕсенче вĕсем – пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсенче. Йĕрĕх Çырми ялĕ ешĕл тум тата хăтлăх кÿрессипе çĕнтернĕ.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсем панă.
В.АЛЕКСЕЕВ.