10 августа 2012 г.
Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн районти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне партин регионти уйрăмĕн секретарĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн патшалăх тытăмĕн, вырăнти хăй тытăмлăхĕн, регламентăн тата депутат этикин комитечĕн председателĕ Николай Малов, партин регионти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçин ĕçĕсене туса пыракан Алексей Гурьев, Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Атăлпа Вятка банкĕн председателĕн çумĕ – Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри управляющийĕ Вячеслав Александров, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Тĕп ĕçтăвкомĕн Атăлçи федераллă округĕн департаменчĕн ертÿçи Лариса Жаркова, партин регионти уйрăмĕн секретарĕн çумĕ, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Канашĕн членĕ Галина Николаева, партин регионти уйрăмĕн тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн членĕ Ольга Петрова, район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Иван Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, предприятисене, организацисене, учрежденисене ертсе пыракансем, агропромышленность комплексĕн, вĕрентÿ, культура, сывлăх сыхлавĕн тата ытти сферăсен ĕçченĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç.
Конференцие "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн районти уйрăмĕн секретарĕ Владислав Софронов уçрĕ. Кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн вăл партин вырăнти канашĕ 2011 çулхи апрельтен пуçласа кăçалхи августăн 12-мĕшĕччен ĕçленĕ тапхăрăн отчетне туса пачĕ. Районта парти членĕсем 1090, июльте пуçламăш организацисенче, вĕсем пурĕ 76, пĕрлĕхлĕ отчетпа суйлав пухăвĕсем ирттернĕ. Вĕсенче паянхи конференцие 110 делегат суйланă.
Партин вырăнти уйрăмĕн тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн отчетне комисси председателĕн çумĕ Светлана Иванова туса пачĕ.
Докладсем тăрăх пренире "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Тĕп ĕçтăвкомĕн Атăлçи федераллă округĕн департаменчĕн ертÿçи Лариса Жаркова, партин Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕн çумĕ Галина Николаева, партин Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕнчи пуçламăш организацийĕн секретарĕ Владимир Иванов тата ыттисем тухса калаçрĕç.
Конференци делегачĕсем вăрттăн сасăпа "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн районти уйрăмĕн секретарĕ пулма район администрацийĕн пуçлăхне Владислав Софронова суйларĕç. Кăçалтан пуçласа секретаре унчченхи пек икĕ çула мар, пилĕк çуллăха суйласа лартаççĕ. Кун йĕркипе килĕшÿллĕн партин вырăнти политика канашĕн тата тĕрĕслевпе ревизи комиссийĕн членĕсене суйларĕç. Комиссин председателĕн ĕçĕсене район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Владимирова туса пырĕ.
Юлашки ыйту – Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн ХIХ конференцине делегатсем суйласси. Вăл сентябрĕн 19-мĕшĕнче Шупашкарта иртет. Унăн ĕçне пирĕн районтан партин районти уйрăмĕн секретарĕ Владислва Софронов тата Марина Порфирьевăпа Татьяна Петрова делегатсем хутшăнĕç. Партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов партин районти уйрăмĕн çĕнĕ составне ăшшăн саламларĕ, ĕçре ăнăçу сунчĕ, 5 çынна "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин билечĕсене пачĕ.
Районăн обществăлла пурнăçне тата партин авторитетне ÿстерес çĕре активлă хутшăннăшăн район администрацийĕн йĕркелÿпе тĕрĕслев тата кадрсен ĕçĕн пайĕн тĕп эксперт специалистне Светлана Павловăна, Сиккасси, Çеçпĕл, Вăтапуç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Наталия Вазингене, Светлана Ивановăна, Алексей Трофимова, Ачча ял тăрăхĕн тĕп специалистне Марина Порфирьевăна "Пĕр-лĕхлĕ Раççей" партин Чăваш регионĕнчи уйрăмĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехет пачĕç. Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕн пуçлăхне Владимир Иванова Чăваш Республикин Патшалăх канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç.
Конференци ĕçĕнчи тăхтавсем вăхăтĕнче районти ял тăрăхĕсен тĕп культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль илемлĕ чăваш юррисем юрласа кăмăла çĕклерĕ, тухăçлă ĕçлеме хавхалантарчĕ.
В.АЧЧА.