08 августа 2012 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров Çĕнĕ Ачча ялĕнче пурăнакан Т.Ефимовăна 90 çул тултарнă ятпа саламлама каясси çинчен пĕлтерсен унпа пĕрле пыма манăн та кăмăл пуррине систертĕм. Тăван кĕтес, ачалăхăм манăн çав ялта иртнĕ-çке-ха, çавăнпа та вăл хăй патне магнит пекех туртать. Татьяна Руфовнăна, ăна нумайăшĕ Татьяна аппа тесе чĕнет, эпĕ мĕн ачаран пĕлнĕ. Ванюш ятлă ывăлĕпе пĕр парта хушшинче ларнă. Ун патне пырсан Татьяна аппа мĕн те пулин çитермесĕр кăларса ямастчĕ, манпа мăн çынпа калаçнă пек калаçатчĕ. Шел, юлташăм усал чире пула çамрăклах нÿрĕ çĕре кĕрсе выртрĕ. Татьяна Руфовна ырă кăмăлĕпе юлнă манăн асра. Яла пырсан чарăнса тăрсах калаçать, мĕнле пурăннипе, çемьепе интересленет.
Каçхине тăваттă çитеспе юбиляр патне çитрĕмĕр. А.Егоров Татьяна Руфовнăна 90 çул тултарнă ятпа саламлама ăшă сăмахсем тупрĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă открыткине вуласа пачĕ. Анатолий Николаевич хăйпе пĕрле парне те илсе килнĕ. Районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн тĕп специалисчĕ В.Ильина, Ачча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Аввакумов менелник хуçине хитре кăна чечек çыххипе, асăнмалăх парнепе чысларĕç.
Татьяна Руфовна вăрçă çулĕсене чунне хурлантармасăр аса илеймест. Çамрăк хĕре окоп чавма, вăрман хатĕрлеме илсе кайнă, кĕскен каласан, ăçта ĕç вăйĕ кирлĕ пулнă, унта янă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе пултарнă таран хăйĕн тÿпине хывнă. Вăрçă пĕтсен Татьяна тăван киле çĕнтерÿпе таврăннă Алексей ятлă çамрăка качча тухнă. Тăватă ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ вĕсем. Алексей Ефимович пенси çулĕ çитичченех чукун çул çинче ĕçленĕ. Вăл çемьерен вăхăтсăр уйрăлса кайнăранпа чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕнтĕ. Татьяна Руфовна колхозра сад ĕрчетнĕ, уй-хир бригадине ертсе пынă, тĕрлĕ ĕç тунă.
Халĕ вăл Геннадий ятлă ывăлĕпе пурăнать. Канашра пурăнакан йăмăкĕ Ксения та килсех тăрать. Хĕрĕ Зоя, аслă ывăлĕ Владимир çемйисемпе ялтах тымар янă. Амăшне пулăшма вăхăт яланах тупаççĕ. Мăнукĕсем те, вĕсем вара тăваттăн, асламăшĕ-кукамăшĕ патĕнчен тухма пĕлмеççĕ. Татьяна Руфовна вĕсене çав тери юратать, вĕсемшĕн чунне пама хатĕр. Нумаях пулмасть вăл ватă кукамай ятне илтрĕ.
Районта 210 вăрçă ветеранĕпе салтак арăмне хваттер е çурт туянма укçа уйăрнине пĕлтерекен ĕнентерÿ хучĕсем панă. Вĕсем хушшинче Т.Ефимова та пур.
В.АЧЧА.
Йывăрлăха чăтса ирттернĕ, çĕнтернĕ