08 августа 2012 г.
Наркомани – организма наркотик хутăшĕсемпе вăхăт-вăхăт е вăраха кайиччен интоксикацилени. Медицина тĕлĕшĕнчен пăхсан наркомани чир шутланать, вăл çыннăн психикине хавшатать, препаратсем патне туртăнассине ÿстерет.
Токсикомани – наркотиксен шутне кĕмен сиенлĕ хутăшсемпе ашкăнни. Кунта тĕрлĕ хими тата биологи, эмел хутăшĕсем кĕреççĕ, вĕсем те организма самаях сиенлеççĕ.
Наркомани – çамрăксен чирĕ, мĕншĕн тесен сиенлĕ хутăшсемпе ашкăнакансем ватăличчен пурăнаймаççĕ.
Наркотиксене ытларах чухне çула çитменнисем тутанса пăхаççĕ. Вĕсен темĕн те пĕлес, тутанса курас, ыттисенчен уйрăлса тăрас килет. Шăпах çав айван вăхăтра вилĕм серепине çакланаççĕ те вĕсем.
Тĕрлĕ препарат çыннăн организмне хăйне евĕр витĕм кÿрет. Чи хăрушшисем тата пысăк витĕм кÿрекеннисем – опий пуррисем, кунтах морфийе тата героина асăнса хăварма пулать. Наркомансем ытларах героин "тутаннă" чухне, дозине пăхăнманран, леш тĕнчене ăсанаççĕ. Героин çыннăн организмĕнчи кашни органа пысăк сиен кÿрет.
Кантăр таврашĕнчен хатĕрленĕ наркотиксем "çăмăллисем" шутланаççĕ. Тĕпчевсем çакна çирĕплетнĕ: марихуана туртакансен пуç мими хуппи юхăнать. Çавăн пекех сывлав органĕсен тата пуç мимин ракĕ пуçланас хăрушлăх та пур.
Кокаин евĕр наркотиксем малтанлăха кăна тулли кăмăл тивĕçтереççĕ. Каярахпа кокаина канăçлăх тупас тесе çеç тутанаççĕ. Унăн дози ÿснĕ çем ÿссех пырать, каярах çын вилет.
Юлашки вăхăтра синтетика препарачĕсен ушкăнĕ анлă сарăлчĕ. Вĕсене усă куракансен кăмăлĕ хавасланать, вăй кĕнĕн туйăнать. Анчах та кăшт каярах вăй пĕтсе ларни сисĕнет. Синтетика наркотикĕсене пула çын организмĕ хăвăрт хавшать. "Экстази" препаратпа усă курнине пула çамрăксем пурнăçран питĕ йышлăн уйрăлса каяççĕ.
Çавăн пекех дискотекăсенче "вăй кĕртекен" напитоксем сутни те пысăк хăрушлăх кÿрет, вĕсенче психотроплă хутăшсем пур. Çакăн пек напитоксене ĕçни организма шалтан юхăнтарать.
Çынна наркоманирен сиплесси вăрах тата йывăр процесс. Çак ĕçе ятарлă стационарсенче çеç пурнăçлаççĕ.
Т.ПЕТУХОВА,
медстатистик.