АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿпене сирпĕнсе çунакан çуртасем илемлетрĕç

08 августа 2012 г.

Вырсарни кун Канаш уяв шавĕпе тулчĕ. Вăл ирхине 10 сехетре "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн административлă çурчĕ умĕнчи лапамра пуçланчĕ. Чукун çул ĕçченĕсен кунне халалланă уява пĕрлĕх директорĕн ĕçĕсене туса пыракан А.Тен уçрĕ. Вăл пухăннисене кĕскен предприяти 8 уйăхра мĕнле ĕçленипе паллаштарчĕ, професси уявĕпе саламларĕ. Ĕçре палăрнисене Чăваш Республикин, хула тата предприяти администрацийĕсен наградисене пачĕç, парнесемпе хавхалантарчĕç. Суту-илÿ палатисем ĕçлерĕç, спорт вăййисем, хаваслă конкурссем пулчĕç, пултарулăх коллективĕсем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Хула тата чукун çул ĕçченĕсен кунĕсен ячĕпе хатĕрленĕ тĕп мероприяти Канашăн тĕп лапамĕнче иртрĕ. Ăна савăнăçлăн уçнă çĕре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи А.Иванов, Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Ю.Кекиш, Атăлпа Вятка банкĕн председателĕн çумĕ - Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Александров, СССР тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, 1972 çулхи Хĕллехи олимпиадăн чемпионĕ В.Воронков, Канаш тата Тăвай районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Софроновпа Ю.Васильев, Шупашкар район администрацийĕн социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ О.Михайлова, Канаш станцин пуçлăхĕ С.Андреев, "Промтрактор-вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕн директорĕн ĕçĕсене туса пыракан А.Тен хутшăнчĕ.

Савăнăçлă пая хĕрÿллĕ салампа хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р.Мясников уçрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕсемпе ачасен музыка шкулĕн преподавательне М.Чмаровăна, 16-мĕш професси училищин директорне В.Ефимова, "Строитель" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн автокрановщикне Г.Орлова нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн республикăн тава тивĕçлĕ хисеплĕ ячĕсене панă. Вĕсем Чăваш Республикин наградисене А.Ивановран илчĕç. Канашри ачасемпе çул çитмен çамрăксен социаллă приючĕн директорне Н.Хайбуллинăна Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Пурнăçĕсене спортпа çыхăнтарнă Владимир Яковлевичпа Дина Федоровна Григорьевсем "Юратупа шанăçлăхшăн" орден медальне сцена çине тухса илчĕç.

Японири Саппоро хулинче 1972 çулта иртнĕ Хĕллехи ХI олимпиадăра ылтăн медаль çĕнсе илнĕ В.Воронков йĕлтĕрçĕшĕн Канаш çывăх тăван евĕрех. Вăл кунта вагонсем юсакан заводра ĕçленĕ, спортăн малтанхи утăмĕсене, çĕнтерĕвĕсене тунă. Хула депутачĕсен Пухăвĕ В.П.Воронкова "Канаш хулин хисеплĕ гражданинĕ" ят пани çинчен йышăну кăларнă. Хула пуçлăхĕ В.Вишневский Владимир Петровича çак чыса çирĕплетекен ĕнентерÿ хутне пачĕ тата хĕрлĕ хăю çакса ячĕ.

Наградăсем татах та пулчĕç. Хула администрацийĕн Хисеп грамотипе чукун çул отраслĕнче, промышленноçпа строительствăра, культура, вĕренÿ тата сывлăх хуралĕн сферисенче нумай çул тÿрĕ чунпа ĕçлекенсене, хастарлăхĕпе палăрнисене, хула пурнăçне активлă хутшăнакансене чысларĕç.

Машинăсем тăвакансен урамĕнчи çĕнĕ çуртра пурăнма 8 тăлăха тата салтак арăмне хваттер уççисем пачĕç. Юнашарах ача сачĕ тăваççĕ. Унта 13 ушкăн уçма палăртнă. Кăçал 4-мĕш кварталта çĕнĕ садика 292 ача çÿреме пуçлĕ. Хăнасем ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн территоринче йĕлтĕр роллерĕн площадкине уçнă çĕре хутшăнчĕç. Унăн сарлакăшĕ 6 метр, тăршшĕ 450 метр.

Хула тата чукун çул ĕçченĕсен кунĕсене йĕркелекен комитет хула çыннисемпе хăнасем валли пысăк концерт программи хатĕрленĕ. Ку енĕпе Раççей Перекет банкĕ спонсорла пулăшу панă. Илемлĕ, уçăмлă номерсен эстафетине хула эстрадин юрăçисемпе "Канаш пики – 2012" тата "Шукăль" конкурссен финалĕсене тухнисем пуçларĕç. Хăйсен пултарулăхне вĕсем "Çуралнă кун ячĕпе" концертра кăтартрĕç. Саранскри "Биг-бенд" "Саранск" джаз оркестрĕн репертуарĕнчи эстрада инструменчĕсен тата вокал шлягерĕсем, джаз классики, ташă музыки, Шупашкарти "Студлайф" квартетпа "Форсаж" ташă тата "Сигл" вокал дуэчĕсем, вокалпа инструментсен "Река времени" ансамблĕ, Елчĕк районĕнчи "Шанăç" фольклор ушкăнĕ, чăваш эстрада юрăçисем Светлана Яковлевăпа Алексей Московский хăйсен юрлас-ташлас ăсталăхĕпе иксĕлми савăнăç кÿчĕç. Концерт программи Чăваш Республикин суту-илÿпе промышленность палатин президенчĕ И.Кустарин ертсе пыракан вокалпа инструментсен ансамблĕн номерĕсемпе вĕçленчĕ.

Каçхине 10 сехетре хула тÿпине салют çутисем тĕрлĕ тĕслĕ ярăмсемпе илемлетрĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика