08 августа 2012 г.
Раççей çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕ Николай Никифоров Мускавра Чăваш Ен информполитика тата экономика аталанăвĕн министрĕсемпе Валентина Андреевăпа тата Алексей Табаковпа, сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕн çумĕпе Татьяна Богдановăпа тĕл пулнă.
Чиновниксем информаци тан марлăхне пĕтермелли проектсене пурнăçлама, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕпе тивĕçтерекен ведомствăсен электрон хутшăнăвĕн проблемисемпе, регионсенче ИТ-продукцие йĕркелеме тата аталантарма патшалăх енчен пулăшассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Юлашки икĕ-виçĕ çулта республикăн хăйĕн темиçе порталĕ (патшалăх пулăшăвĕсен wwwĕgos-uslugiĕcapĕru тата ЖКХан wwwĕgkhŸcapĕru) йĕркеленĕ. Федераци министрне "Здоровая Чувашия" медицина порталĕпе (wwwĕmedĕcapĕru), РФ Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин пилотлă проекчĕсен йышне кĕнĕскерпе, паллаштарнă. Николай Никифоров ИТ-тытăмра Чăваш Ен мĕнле аталаннине аван пĕлни, Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа хăй Тутарстан вице-премьерĕ пулнă çулсенчех туслашни çинчен пĕлтернĕ.
Чăваш Республики çĕршывра пĕрремĕшсен шутĕнче интернетизаципе ĕçлеме, "электрон правительство" йĕркелеме пуçланă. Экспертсен кăтартăвĕсем Чăваш Енри хуçалăхсен 65 процентне Интернетпа çыхăнтарнине, халăхăн 35 проценчĕ унпа куллен усă курнине çирĕплетеççĕ. Республикăра çавăн пекех патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕпе тивĕçтерекен ведомствăсен электрон хутшăнăвĕн тытăмне йĕркелес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме "Чăваш Енĕн информаци пĕрлĕхĕ (2011-2020 çулсем)" тĕллевлĕ программипе килĕшÿллĕн республика бюджетĕнчен кăçал 73 млн тенке яхăн уйăрнă.
И.СЕРГЕЕВА.