АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир ĕçĕсем вăй илеççĕ

08 августа 2012 г.

Район администрацийĕн пайĕсемпе службисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем кашни уйăхăн пĕрремĕш тунти кунĕнче акт залĕнче ирттерекен анлă канашлăва пухăнчĕç. Хальхинче ăна райадминистраци пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Егоров йĕркелесе-ертсе пычĕ.

Канашлу агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайăн пуçлăхĕн В.Никоноровăн доклачĕпе пуçланчĕ. Вăл районта ĕççи мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Вырма ĕçĕсен планĕпе килĕшÿллĕн пĕр-чĕллĕ культурăсене 12970 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Çурла уйăхĕн 6-мĕшĕ тĕлне 1802 гектар çулнă (планăн 14 проценчĕ), 1762 гектар çапса илнĕ, 16130 центнер тĕшĕленĕ. Гектарăн вăтам тухăçĕ – 9 центнер. Тухăç пĕчĕк пулнин тĕп сăлтавĕсем – çанталăк условийĕсем ăнăçсăр пулни, ака ĕçĕсене технологине пăхăнса пурнăçламанни, вăрлăх пахалăхĕ тивĕçтерменни, удобренисемпе пĕлсе е пачах усă курманни. 29 хуçалăхра вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Тырă анисем çине чи малтан Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн, "Хучель" тата "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен комбайнĕсем тухнă. Уй-хир "карапĕсем" 43, виççĕшĕ – çĕннисем. Вĕсем – Киров ячĕллĕ, "Канмаш" тата "Агат" хуçалăхсен. "Цивиль" пĕрлĕх выльăх апачлĕх курăксене вырмалли комбайн туяннă. Пĕр комбайн çине тивекен тием – вăтамран 244 гектар. Патшалăх техсăнавĕн даннăйĕсем тăрăх техтĕрĕслев витĕр тухманнисем 14 единица. "Урюм" ЯХПКра, "Сормовский", "Мария", "Исток", "Агробизнес", "Агрофирма "Мотор" пĕрлĕхсенче ĕççи хăвăртлăхĕ пĕчĕк. Хăш-пĕр хуçалăхра техника кивелсе çитнĕрен ăна юсама май çуккине пула тыр-пула пухса кĕртме кÿршĕсенчен е урăх çĕртен комбайн тара тытма тивет.

Чылай çĕрте кĕрхи тырăсем акма çĕр хатĕрлеме тытăннă. Паянхи кун тĕлне 3525 гектар сухаланă. Килес çул тухăç 5811 гектар çинчен илме палăртнă. Кĕр аки тума вăрлăх 1336 тонна кирлĕ пулать. Куçакан фондри вăрлăх 92 тонна. Шел пулин те, кĕрхи культурăсен тухăçĕ пĕчĕккине кура хăш-пĕр хуçалăхсем кĕркунне акса хăвармалли лаптăксене пĕчĕклетес шутлă. Ку, паллах, тĕрĕс мар шухăш.

Утçи малалла пырать. Районта утă 3350 тонна (планăн 76 проценчĕ) хатĕрленĕ, сенаж 10200 (61 процент), силос 2500 тонна хывнă.

Çивĕч ыйтусенчен пĕри – пушă выртакан çĕрсем. Кăçал 3906 гектара пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Ухман ял тăрăхĕнче 28 гектар акса хăварнă. Ку енĕпе Ямаш тата Шелттем ял тăрăхĕсенче лайăх ĕçленине палăртмалла.

Складсене тырă упрама тата выльăх-чĕрлĕх фермисене хĕле хатĕрлес ĕçсем районта мĕнле пыни çинчен ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ М.Кошкин каласа пачĕ. Çавăн пекех вăл утă, сенаж тата силос пахалăхĕ çинче чарăнса тăчĕ, выльăхсен шутне сăлтавсăр пĕчĕклетме кирлĕ маррине аса илтерчĕ, сăвакан ĕнесен сывлăхĕ пирки сăмах илчĕ. Юлашки вăхăтра ĕнесем лейкозпа чирленĕ тĕс-лĕхсем пулнă. Çак усал чиртен сыхланас енĕпе, ăна сарăлма парас мар тесе асăрхаттару ĕçĕсем, калаçусем тăтăшах ирттермелле.

Пенси фончĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен управленийĕн специалисчĕ С.Спиридонов "Ачаллă çемьесене патшалăхăн хушма пулăшăвне парасси çинчен" федераллă Саккуна пурнăçа кĕртес енĕпе пĕрле çыхăнса ĕçлемелли çинчен тухса калаçрĕ. Пĕтĕмпе 2898 сертификат панă. 1392-шĕ капиталпа усă курнă. Пысăк пайне кредитпа займ парăмĕсене татма усă курнă. Амăшĕн капиталĕпе çĕ-рĕшнĕ, кивелнĕ çуртсене йÿнĕ хакпа туяннă, юлнă укçине хăйсем валли хăварнă тĕслĕхсем сахал мар. Çакă вара саккуна пăсни пулать. Çакăн çинчен халăха ăнлантарса панă хыççăн пурăнма юрăхсăр пÿртсем туянакансен хисепĕ тăруках чакнă. Çапах та хушăран-хушă саккуна пăхăнманнисем тĕл пулкалаççĕ-ха.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Ачасене кĕтсе илме мĕнле хатĕрленни çинчен район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ С.Иванова каласа пачĕ. Чылай шкулпа ача садĕнче юсав ĕçĕсене вĕçленĕ. Хăш-пĕр çĕрте вĕсене çывăх вăхăтрах туса пĕтерĕç.

Район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова слайд-шоупа усă курса кăкăр ачисем чире пула вилесрен асăрханас ыйтăва татса памалли майсем çинчен доклад туса пачĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ О.Егоров гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе кăçалхи çур çулта тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕ.

Çулталăк пуçланнăранпа районта 28 пушар тухнă. Пĕлтĕр 22 пулнăччĕ. Вут-çулăмра 8 çын пурнăçĕ татăлнă, пĕр çын суранланнă. Вилнисенчен 7-шĕ ÿсĕр пулнă. Патшалăх пушар сăнавĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ А.Шакин пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнасси, вут-кăварпа асăрхануллă пуласси çинчен ăнлантаруллă калаçусем час-часах ирттерме, çĕрле ялсенче хурал йĕркелеме сĕнчĕ.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ В.Павлов граждансен усă курман çĕр лаптăкĕсене муниципалитет пурлăхне куçарма шута илес ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ, залран панă ыйтусене хуравларĕ.

Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан А.Егоров пĕ-тĕмлетрĕ. Анатолий Николаевич патшалăх аслă инспекторне - патшалăх техтĕрĕслевĕн Канаш районĕпе ĕçлекен инспекцийĕн пуçлăхне А.Петрова Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине пачĕ. Çак чыса Анатолий Дмитриевич агропромышленность системинче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тивĕç пулнă.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика