03 августа 2012 г.
Пирĕн район территорийĕнчи çулсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 347 километр. Вĕсенчен 40 çухрăмне федераци пĕлтерĕшлĕ çулсем йышăнаççĕ. "Çĕрпÿ - Ульяновск" 151-А автоçулăн 21-рен пуçласа 62 çухрăм таранчченхи лаптăкне те эпирех асăрхаса тăратпăр.
Çулсем çинчи лару-тăру çав-çавах йывăр. Вăл нихăçан та çăмăл пулман-тăр. Çулталăк пуçланнăранпа çулсем çинче 26 аварие шута илнĕ (пĕлтĕр – 24), 7 (2011 çулта – 4) çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр таталнă, 38 (31) çын сусăрланнă. Ачасем хутшăннипе пулнă инкексен шучĕ те куллен ÿссе пырать. Кун евĕр икĕ тĕслĕх шута илнĕ. Телее, ачасем вилни пулман. Пассажирсене турттаракан транспорт хатĕрĕсем авари тунă фактсем те пулман.
Автоинкексем ытларах Çĕрпÿ – Ульяновск автотрасса çинче пулаççĕ. Кăçал кунта 13 инкек регистрациленĕ. Асхва - Вырăскас Пикших (40-42 км), Кăшнаруй – Анат Сурăм (21-22 км), Шăхасан ялĕсем çывăхĕнче пĕрмаях пысăк аварисем пулаççĕ. Анализ кăтартăвĕсене шута илес пулсан инкексен тĕп сăлтавĕсем çакăн евĕр:
– хăвăртлăх пысăк пулни;
– обгона тухмалли правилăсене пăсни;
– çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманни тата ытти те.
Районти полицин çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн сотрудникĕсем кăçалхи çур çулта çул çÿремелли правилăсене пăснă 3127 (пĕлтĕр – 4632) çынна тытса чарнă, вĕсенчен 91 (99)-шĕ ÿсĕр водительсем. 18 водителе 1,5 çултан пуçласа 2 çул таран правасăр хăварнă, 30 водителе административлă йĕркепе арестленĕ, виççĕшне 5000-шер тенкĕ штраф тÿлеттернĕ.
Пĕтĕмпе 924700 тенкĕ административлă штраф шыраса илнĕ. Штрафа вăхăтра тÿлемен çынсен тĕлĕшпе инспекторсем РФ КоАПĕн 20.25 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн адмпротоколсем çыраççĕ.
Районти 24 шкул автобусĕ 24 маршрутпа ачасене шкула турттараççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕпе, вĕренекенсемпе кашни уйăхрах калаçусем ирттеретпĕр. Асăннă тапхăрта ăнлантаруллă 36 калаçу ирттернĕ. "Канаш ен" хаçатра районти çулсем çинчи лару-тăрупа паллаштаракан 7 материал пичетлесе кăларнă.
Çуран е транспорт хатĕрĕпе çул çÿрекенсем хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнччăр тесе "Çĕрпÿ – Ульяновск" трасса çинчи çул-йĕр паллисене çĕрле çутатаканнисемпе ылмаштарнă. Çысем нумай пухăнакан вырăнсене (шкул, ача сачĕ, клуб... çывăхĕнче) аварисем çинчен информацисем вырнаçтаратпăр. Шăхасанта çĕрле çутă, тротуар тумалли ыйтăва хускатса вырăнти хăй тытăмлăх органне тата "Чăвашавтодор" предприятине çыру янă.
Çулсем çинче паян, тĕрĕссипе, çапăçу пырать. Машинăсем пĕр-пĕринчен иртсе каймалла ăмăртаççĕ. Пассажирсене лартнă водительсем хăйсемпе юнашар çынсем çинчен манса кайсах пысăк хăвăртлăхпа пыраççĕ. Лешсен вара сехре хăпса тухманни кăна. Кĕтмен çĕртен инкек пулма пултарасси çинчен шутламаççĕ те-тĕр. Водительсен те, пассажирсемпе çуран çÿрекенсен те пĕр-пĕрне хисеплемеллех.
Л.ВАСИЛЬЕВА,
районти ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан.