АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунпа çамрăк пулсан пурăнма та çăмăлтарах

03 августа 2012 г.

Çĕр пин юрă çĕршывĕ тесе ахальтен каламан пулĕ Чăваш çĕршывĕ пирки. Темĕнле йывăр пулсан та чăваш халăхĕ юрă-кĕвĕсĕр пурăнма пултарайман. Каçхи вăйăсенче, улахра, ĕçкĕ-çикĕре вĕсем пурнăç çинчен юрланă, чунĕпе çĕнĕ кĕвĕ шăратнă. Хăйĕн пултарулăхне йăхран-йăха куçарса пынă. Чăваш ывăл-хĕрĕ ашшĕ-амĕшĕнчен, аслашшĕ-кукашшĕнчен илемлĕ юрлама, чуна витерекен кĕвĕ калама вĕренсе юлнă. Çавăн пек пултаруллисенчен пĕри вăл – Кайри Ăнтавăшра пурăнакан Николай Кирилловч Кириллов. Мĕн чухлĕ кĕвĕ каласа, юрă юрласа савăнтарман-ши вăл хăйĕн тăванĕсене, кÿршĕ-пĕлĕшне! Пĕчĕкскер 4 çулта чухнех аслашшĕнчен хăпма пĕлмен, кĕвĕ калама вĕренес шутпа купăс турткаласа киленнĕ. Часах вăл, купăс хыçĕнчен те курăнманскер, чăваш кĕввине хитре калама вĕреннĕ. Шел пулин те, Коля 4 класс кăна вĕреннĕ, пурнăç йывăрри малалла вĕренме чарнă. Çитĕннĕçемĕн Кольăн таланчĕ татах та тарăнрах палăрма пуçланă. Ятарласа вĕренменскер, музыка шкулĕсенче пĕлÿ пухманскер ашшĕ-амăшне, тăванĕсене купăспа тĕрлĕ кĕвĕ шăрантарса тĕлĕнтернĕ. Юрлама та ăста пулнă каччă. Хăйĕн сассипе хĕрсене вăйăра илĕртнĕ. Пурте çак çамрăк çывăхнерех пулма тăрăшнă. Çапах та чун юратни пĕрре кăна. 1959 çулта вăл тăван ял хĕрĕпе, Анна Порфирьевнăпа, çемье чăмăртанă. Пулас арăм фермăра ĕне сăвакан пулса тăрăшнă. Николай Кириллович 10 çул ытла почта ĕçĕнче вăй хунă. Ун чухне хальхи пек машинăсем кĕрлеттерсе чупман, ялтан-яла çуран е лашапа кăна çÿреме май килнĕ. Шарлаттарса çумăр çăвать-и, çил-тăманĕ вĕçтерет-и – пурпĕрех вулакансем патне вăхăтра хаçат-журнал, çырусем çитерме тăрăшнă. Каярах чĕр чунсене юратнăран колхоза лаша пăхма вырнаçнă. Вĕсем мăшăрĕпе икĕ ывăлпа икĕ хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Хăйсен ĕçченлĕхне, пултарулăхне ачисене пама тăрăшнă. Аслă ывăлĕн, Иван Николаевичăн, чăн-чăн талант, вăл купăс каласа чăваш тăрăхĕнчи тĕрлĕ кĕтесе çитнĕ. Валерий ывăлĕ те купăс калама ăста. Кинĕсем, иккĕшĕ те Людмила, Николай Кирилловича тăван ашшĕ пекех юратаççĕ, хисеплеççĕ.

Ĕçкĕ-çикĕ иртермелле-и, салтак ăсатмалла-и, ваттисен кунне уявламалла-и – пурте Николай Кириллович патне утатпăр. Хирĕçлеме пĕлмест вăл. Мероприятисене ирттерме кăмăлласах килĕшет. Паянхи куна хисеплĕ ватă Валя ятлă хĕрĕ патĕнче пурăнать.

Июнь уйăхĕнче Николай Кириллович 79 çул тултарчĕ. Каялла çаврăнса пăхсан – мĕн чухлĕ хуйхи-суйхи, савăнăçĕ. Апла пулин те нихăçан та пуçа усмасть, купăсне алла илет те пĕтĕм йывăр шухăш тухса ÿкет пуçран. "Чунпа яланах çамрăк пулмалла, вара пурăнма та çăмăлрах", – час-часах çак сăмахсене илтме пулать унран. Тăванĕсемпе пĕрле эпир те Николай Кирилловича çуралнă кун ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

С.ДМИТРИЕВА,

Кайри Ăнтавăш

ял библиотекарĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика