03 августа 2012 г.
Уйкас ялĕнчи урамсенчен пĕринчи тăпăлкка кирпĕч çурт умне уазик тата халăхра "пятнашка" текен çăмăл машина пырса тăчĕç. Салонсенчен тухнă çынсене вăтам çулсенчи хĕрарăм ырă сунса кĕтсе илчĕ. Любовь Семенова, çапла чĕнеççĕ ăна, хăнасене пÿрте кĕме ыйтрĕ. Калинккене уçсанах куç умне чечексен тĕнчи тухса тăчĕ. Мĕнли кăна çук пулĕ кунта – пĕринчен тепри хитре. Вĕсем умне çитсен урасем хăйсемех чарăнса тăчĕç.
Юмахри пек илемпе кăштах киленсе тăнă хыççăн хăнасем пÿрте кĕчĕç. Унта таса та тирпейлĕ. Любовь Петровна сĕтел çывăхĕнчи пукан патне тутăр çыхнă кинемее çавăтса пычĕ, ларма ыйтрĕ. Ун çумне ватă арçын вырнаçрĕ. Халĕ кил хуçисемпе паллаштарма та вăхăт çитрĕ. Вĕсем – Мария Даниловнăпа Петр Тимофеевич Тимофеевсем, ялти чи ватă, пĕр-пĕринпе чи нумай пурăнакан мăшăр. Калаçăва район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан А.Егоров пуçларĕ:
– Хисеплĕ Мария Даниловна, сире çут тĕнчене килнĕренпе 90 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин та салам янă. Вуласах парам-ха, пурте илтчĕр: "Эпир сирĕн ăрупа – паттăрсемпе çĕнтерÿçĕсен ăрăвĕпе, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин йывăр тĕрĕслевĕсене чыслăн чăтса ирттернĕскерсемпе – мухтанатпăр. Çĕнтерĕве çывхартас тесе кашниех хăйĕн тÿпине хывнă. Çак паттăрлăх ĕмĕрлĕхех асра юлĕ, яланах патриотлăхпа кăмăл-сипет тата тивĕç шанчăклăхĕн хаклавĕн чи ырă тĕслĕхĕ пулĕ. Сире çирĕп сывлăх тата пĕтĕм ыррине сунатăп". Владимир Владимировичăн саламĕ çумне эпир те хушăнатпăр, канлĕ ватлăх сунатпăр.
Менелник хуçине çавăн пекех районти халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ В.Михайлова та саламларĕ. Анатолий Николаевичпа Валентина Георгиевна хăйсен сăмахĕсене парнесемпе çирĕплетрĕç.
Мария Даниловна Çĕнĕ Мами ялĕнче 1922 çулхи утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче çуралнă, мĕн пенсие тухичченех колхозра вăй хунă. Унăн тăрăшулăхĕпе хастарлăхне Хисеп хучĕсемпе палăртнă, парнесем парса хавхалантарнă, "Ĕç ветеранĕ" ят парса хисеп тунă. Унăн мăшăрĕ, Петр Тимофеевич, 94 çула çитрĕ. Ялта Тăван çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕленисенчен вăл кăна пурăнать. 1939 çулта Петĕрĕн салтака кайма ят тухнă. Вăл çыхăну взводĕнче службăра тăнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн Тимофеев рядовоя Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, виçĕ хутчен "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăланă. Мирлĕ пурнăçра Канашри автоагрегат заводĕнче малярта ĕçленĕ.
Тимофеевсем 5 хĕрпе 3 ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ пурнăçран уйрăлнă. Мăнуксем 17-ĕн, кĕçĕн мăнуксем 3-ĕн, чи кĕçĕн мăнук та пур. Часах вĕсем пĕрлешнĕренпе 66 çул çитет.
Тимофеевсем иккĕшех пурăнаççĕ. Хĕрĕсем Любăпа Вера черетпе килсе пăхаççĕ, хĕл каçма хăйсем патне Канаша илсе каяççĕ. Картишĕнчи чечексене вĕсемех лартса ÿстереççĕ. Чечексем вĕсемшĕн – чун йăпатмăшĕ.
– Аннене çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче чиркÿре шыва кĕртнĕ. Пирĕншĕн çак кун икĕ хут праçник. Илен кунĕнче аннен 90 çулхи юбилейне паллă тăватпăр. Уяв сĕтелĕ çинчи чи тутли, паллах, чăмăрла пĕçернĕ çĕнĕ çĕр улми пулĕ. Эсир те килсе тутанса пăхăр, – терĕ Любовь Петровна.
Ырă сунса чĕннĕшĕн тав туса хăнасем Тимофеевсемпе ăшшăн сыв пуллашрĕç. Часах машинăсем çул кукринче пăрăнса Канаш еннелле каякан çул çине тухрĕç, кĕçех куçран çухалчĕç.
В.АЧЧА.