АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Комбайнерсем "экзамен" тытаççĕ

03 августа 2012 г.

Тыр-пул пухса кĕртесси районта сарăлсах пырать. Пирĕн тăрăхра ĕççие "çăмăл алăпа" пуçăнасси йăлана кĕнĕ. "Ĕçе мĕнле тытатăн – çапла вĕçлетĕн", – тенĕ ваттисем. – Яваплă чыса кăçал та малта пыракан хуçалăх – Киров ячĕллĕ ЯХПК – тивĕçрĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров. – Унăн хастар комбайнерĕсем иртнĕ эрнере каçалăк умне тăчĕç, малтанхи çаврăмсене хыçа хăварчĕç. Кĕçех "Путь Ленина" ЯХПК, "Хучель", "Агат", "Канмаш" агрофирма" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Иван Лукиянов хресчен-фермер хуçалăхĕ хире тухĕç.

– Кăçал мĕн пур тытăмри ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсен тыр-пула 12970 гектар çинчен пухса кĕртмелле, – пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никоноров. – Çав шутра кĕрхисем 2587 гектар йышăнаççĕ. Утă уйăхĕн 31-мĕшĕ тĕлне 151 гектар çулнă, 141 гектар çинчен 1845 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ. Вырмана 53 комбайн хутшăнать. Чылайăшĕ çĕнĕ. Киров ячĕллĕ хуçалăх техникăна çĕнетме йышăннă программăпа килĕшÿллĕн Раççей агролизингĕ урлă ACROS-530 комбайн туянчĕ. Унашкал хир "карапĕ" "Канмаш" агрофирмăн та пур. "Агат" ООО "Енисей-950" маркăллине кăмăлларĕ.

Лăпкă çил сулăмĕпе тинĕс евĕрех чÿхенет кĕрхи тулă уйĕ. Штурвал умĕнчи комбайнерсем хăйсене карап капитанĕсем пекех туяççĕ. Хăшĕсем вун-вун çул вăй хурса пуян опыт пухнă, теприсем пĕрремĕш хут каçалăк пуçлаççĕ. Апла пулин те кашниех хăйне экзаменри евĕр туять. Вырма çулсерен вĕсен пĕлĕвне, хатĕрленĕвне, кăмăл çирĕплĕхне тĕрĕслет. Хăмăла мĕн çÿллĕш кастарни, епле хăвăртлăхпа пыни, мотора тикĕс ĕçлеттерни, ытти те – пурте пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсенчен пуçтарăнать-çке гектар тухăçĕ, çакăнтан пÿлмене кĕрес тырă калăпăшĕ килет. Ку вара ĕç укçипе премие пысăклатма май парать. Çакна кашни механизатор лайăх ăнланать. Çавăнпа кунпа çĕре пăхмасăр хăвăрт та пысăк пахалăхпа ĕçлеме тăрăшать.

Анатолий Егоров, Валерий Никоноров, район администрацийĕн тĕп специалисчĕ Антонина Тямина тата эпĕ Вăтапуç ял тăрăхĕн уйне çитрĕмĕр. Кунта унччен хыт хура алхаснă.

– "Канмаш" общество усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе виççĕмĕш çул тĕллевлĕ ĕçлет, – терĕ Валерий Геннадьевич. – Ухман ял тăрăхĕнчи çум курăк айне пулнă лаптăксене те ахаль вырттармасть. Хуçалăх çĕнĕ техникăпа çулсерен пуянланать. Çĕр ĕçченĕ кунта пысăк хисепре. Çур акире, вырмара механизаторсене уйрах кунне 3 хут вĕри апат çитереççĕ.

– Мĕн пурĕ 1120 гектар. Петр Иванович Павлов комбайнпа кĕрхи ыраша тÿрех тĕшĕлесе пуçтарать, – терĕ çывхаракан хир "карапĕ" енне пуçне сĕлтсе ООО ертÿçи Андрей Лапшин. Андрей Юрьевич – Канашри электропогрузчик завочĕн генеральнăй директорĕ. Пысăк коллектива ертсе пынă хушăрах ял хуçалăхне аталантарма та вăхăт тупать. Малашне вăл выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетесшĕн. Çитес çулах çĕнĕ ферма тума тытăнас тĕллевлĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов отпускра. Темиçе кунран ĕçе тухмалла. Канура тесе хăйне канлĕ тытмасть. Вырмапа кăсăкланать. Владислав Васильевич çав кун Вăтапуç ялĕн уйне çитрĕ, агрофирма ĕçĕпе интересленчĕ. Петр Иванович тытса пыракан ACROS-530 комбайн кабинине кĕрсе курчĕ. Çĕнĕ те хăватлă техника чăнласах хăтлă иккен. Кабинăра уçă, ниçтан та тусан кĕмест.

– Эпĕ Петр Ивановича шурă кĕпепе галстук çыхтарса ĕçлеттересшĕн те – хăй килĕшмест, – шÿтлесе илчĕ Андрей Юрьевич.

– Ку комбайн ĕç тухăçлăхĕпе пирĕн 4 "Нивăна" улăштарать. Ял хуçалăхĕнче механизаторсем çитмен чухне çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ, – кăмăллă пулчĕ Владислав Васильевич. – Кун пек техникăпа ĕççи вăраха каймастех. Хальлĕхе 9 хуçалăх хире тухнă. Тыр-пул пиçсе çитнĕ май ыттисем те каçалăк пуçлаççĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем йывăр вăхăтра пĕр-пĕрне пулăшасси пирки те калаçса татăлнă.

"Агат" ОООра кăçал туяннă "Енисей-950" комбайнпа Григорий Копейкинпа унăн пулăшуçи Вячеслав Кузьмин кĕрхи тулă выраççĕ, "Хучель" обществăра – Николай Григорьевпа Сергей Алексеев.

В.ГРИГОРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика