03 августа 2012 г.
Кăçал чăвашсен паллă художникĕ Анатолий Миттов çуралнăранпа 80 çул çитет. Çак ятпа Чăваш Республикин художниксен союзĕ Сиккасси ялĕнче пленэр йĕркеленĕ. Хавхануллă кăмăлпа Сиккассине Чăваш патшалăх педагогика университечĕн илемлĕхпе графика факультечĕн доценчĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Кузьмин скульптор, Николай Федотов, Анна Брагина тата Виталий Яковлев художниксем килнĕ. Пленэра çавăн пекех Каçал тăрăхĕн сăрă ăстисем Василий Васильев, Вагиз Камалтдинов хутшăннă. Патăрьелтен Николай Лукиянов çитнĕ.
Пленэр тăватă куна пынă. Художниксем Сиккассин илемлĕ вырăнĕсене ÿкернĕ. Вĕсем ялти культура çуртĕнче хăйсен картинисен куравне йĕркелес кăмăллă. Каярахпа ĕçĕсене Канашри тавра пĕлÿ музейĕнче, Шупашкарти наци библиотекин "Кĕмĕл ĕмĕр" галерейинче кăтартма шутлаççĕ.
А. ВИТАЛЬЕВ.