АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрхаттару ĕçĕсене вăйлатмалла

01 августа 2012 г.

Республикăн шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕнчи пайĕ кăçалхи çур çулти ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Раççей ШĔМĕн приказĕпе килĕшÿллĕн кулленхи ĕçе регистраци учечĕ туни пĕлтерĕшлĕ, ку ĕçе хакланă чухне кирлĕ критери.

Район территорийĕнчи йĕркелĕхе тытса тăрассипе çыхăннă тата ытти ыйтусем тавра калаçрĕ районăн шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Анатолий Левый июлĕн 24-мĕшĕнче журналистсемпе ирттернĕ пресс-конференцире.

– Анатолий Васильевич, калăр-ха, тархасшăн, пĕрремĕш çур çуллăхри ĕçсене мĕнле хаклама пулать. Кăтартусем лайăхланнă е япăх еннелле пăрăнни те пур;

– Эпир хамăрăн ĕçе Раççей, Чăваш Ен Шалти ĕçсен министерствисен приказĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пыратпăр. Кунсăр пуçне хамăр район территорийĕнче ирттермелли профилактика мероприятийĕсен планĕ тата программисем пур.

Паян пирĕн пайра 98 сотрудник ĕçлет. Икĕ ваканси – полицин участокри уполномоченнăйĕ тата ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ – пур.

Çулталăк пуçланнăранпа 876 заявлени пăхса тухнă. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 27,8 проц. пысăкрах. 144 уголовлă ĕç пуçарнă (2011 çулта – 158). Виçĕ талăкран кая юлмасăр 795 сообщение пăхса тухса кирлĕ йышăнусем тунă. Материалсене пăхса тухмалли сроксене пăсни пулман.

Асăннă тапхăрта уголовлă ĕç пуçарма ирĕк памасăр прокурор 38 материала каялла тавăрса панă, вĕсенчен 13 постановленине хамăр ылмаштарнă.

Личнăй составăн учетпа регистраци дисциплинине кашни уйăхрах канашлура, комисси ларăвĕнче, начальник ирттерекен оперативлă канашлура пăхса тухатпăр. Кăтартусем япăхланнă службăсемпе подразделенисен ертÿçисен докладне итлетпĕр.

Çур çулта район территорийĕнче преступлени тăвасси 11,5 проц. сахалланнă (200-тен 177 таран). Районти преступноç шайĕ 10 пин çын пуçне 45,6 кăтартупа танлашрĕ. Асхва (22 преступлени), Уçырма (15), Ăвăспÿрт Кипеч, Ачча (13-шер), Вăтакас Кипеч (12) ял тăрăхĕсенче преступлени уйрăмах нумай тăваççĕ. Шелттем, Сухайкасси, Вăрăмпуç, Сиккасси, Янкăлч ял тăрăхĕсенче лăпкăрах пурăнаççĕ, ку тăрăхсенче преступлени тунă 2-3 тĕслĕх кăна пулнă. Пур çĕрте те çакăн пек пулсан аванччĕ те.

Шута илнĕ преступленисене уçса парассин шайĕ пĕчĕкленнĕ (86,4 проц.). Пирĕн пай çак тапхăрта 136 преступление уçса палăртнă (76,8 проц.). Паллах, çыннăн пурнăçĕ пĕр тикĕс пулса пымасть, ĕçре те çавăн пекех. Лайăххи те, япăххи те сиксе тухать.

– Йĕркелĕхе сыхлакансен тем тĕрлĕ преступлени курма, вĕсене тăрă шыв çине кăларма тивет. Мĕнле усал ĕçсене ытларах шута илтĕр;

– Шута илнĕ преступленисен мĕн пур йышĕнчен йывăрах маррисем 108 (61 проц.), уйрăмах йывăр преступленисен шучĕ 60 проц. (5-рен 2 таран) чакнă, йывăр преступлени тăвасси 30 проц. (22-рен 25 таран) ÿсрĕ. Уйрăмах йывăр преступленисене пурне те уçса палăртнă.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта ют çын пурлăхне вăрласси палăрмаллах чакрĕ. Пĕтĕмпе пурлăх çаратнă 45 тĕслĕх регистрациленĕ. Вĕсене уçса палăртасси те япăхланнă (67,9 проц., республикăра – 52,3 проц.

Хваттерсене, суту-илÿ лавккисене, базăсемпе складсене çаратасси те самаях нумайланнă. Уголовлă шырав тата обществăлла йĕркелĕхе сыхлакан пайсем профилактика мероприятийĕсене тăтăш ирттернине пула автотранспортран япаласем, кĕсье телефонĕсем вăрлассине чакарма май килнĕ. Дача çурчĕсене çаратнă тĕс-лĕхсем те пулман.

Çынсене вăрă-хурахла тапăннă, вут тĕртнĕ тĕслĕхсем пулман.

Районти полицин следстви пайĕнче 111 уголовлă ĕç пуçарнă, вĕсенчен 42-шĕпе суд йышăну кăларнă, тата тепĕр 40-шне суда ярса панă.

Дознани пайĕнче 84 уголовлă ĕç пулнă, вĕсенчен 60 ĕçне вĕçленĕ. Суда айăплав акчĕпе 55 ĕç ярса панă. Тĕпчев ирттермесĕр вĕçленĕ уголовлă ĕçсем пулман.

Шыраври çынсене тупса палăртассипе пысăк ĕç туса ирттернĕ. Хыпарсăр çухалнă 20 çын тата 14 преступник шыравра пулнă. 7 преступника тытса чарнă, хыпарсăр çухалнă 8 çынна шыраса тупнă. 132 преступление çийĕнчех уçса палăртнă.

– Полицин тĕп тĕллевĕ – çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси. Анатолий Васильевич, ку тĕлĕшпе мĕнле мерăсем йышăнатăр;

– Пирĕн ĕç преступниксене тытассипе кăна вĕçленмест паллах. Пурнăç калама çук пысăк хăвăртлăхпа улшăнса пырать. Çавăнпа йĕркелĕхе сыхлас ĕçре те куллен çĕнĕлĕхсем кĕртсе пыма, çĕнĕ меслетсемпе усă курма тивет. Саккуна хирĕçле ĕç тăвассине профилактикăлас ĕçре видеосăнав системисем вырнаçтарни пысăк пулăшу кÿрет. "Хăрушлăхсăр хула" программăпа килĕшÿллĕн кăçал Шăхасанта 6 камера вырнаçтармалла. Хальхи вăхăтра Шăхасанта икĕ камера ĕçлет. Вĕсем урлă вырăнта мĕн пулса иртнине дежурнăй чаçре курма пулать. 4 лавккара, 4 автозаправкăра, 3 предприятире, сберкассăра, Уçырмари культура çуртĕнче (6) видеокамерăсем ĕçлеççĕ. Ку енĕпе ĕç малалла пырать.

– Адмпрактика çинче те чарăнса илер-ха.

– Январь – июнь уйăхĕсенче административлă йĕркене пăснă 5061 тĕслĕх шута илнĕ. Эрех сутса услам илекенсем тĕлĕшпе 16 протокол çырнă. Эрехпе сутă тăвассинче саккуна пăснă 1210 факт регистрациленĕ, 134 пин те 700 тенкĕлĕх штраф хунă, 102 пин те 800 тенкĕ шыраса илнĕ.

Преступлени тăвас туртăм пур çул çитмен çамрăксене те асăрхасах тăратпăр. Паян районти полицин профилактика учетĕнче 46 ача тата йĕркесĕр 19 çемье тăраççĕ. РФ КоАПĕпе килĕшÿллĕн ачисене тивĕçлĕ воспитани парассинчен пăрăнакан 78 ашшĕ-амăшне явап тыттарнă. Ашшĕ-амăш правинчен хăтарма 6 материал хатĕрленĕ. Учетра тăракан ачасемпе тата çемьесемпе вырăна тухса тăтăшах калаçусем, тĕрĕслевсем ирттереççĕ.

– Çăмăл машинăсен шучĕ кунран-кун тенĕ пекех нумайланса пырать. Çавăнпах çулсем çинчи лару-тăру пĕрре те лăпкă мар. Руль умне ларса çула тухакансен хушшинче водитель ăсталăхне алла илменнисем те сахалах мар-тăр...

– Кăçал район территорийĕнчи çулсем çинче 26 авари пулнă, вĕсенче 7 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 38 çын сусăрланнă. Çул-йĕр правилисене пăснă 3127 тĕслĕх палăртнă. Руль умне ÿсĕрле ларнă 91 водителе тытса чарнă. Çулсем çинчи инкексене тишкерни çакна кăтартса парать: аварисен пысăк пайĕ çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе, автотранспорта пысăк хăвăртлăхпа çÿретнипе, пĕр-пĕринчен иртсе каймалли правилăна пăхăнманнипе пулнă. Трасса çинче водительсем пĕр-пĕринпе автокроса тухнă евĕр ăмăртаççĕ. Хăйсене те, юнашар ларса пыракансене те, хăйсен транспортне те хĕрхенмеççĕ.

– Пĕтĕмлетсе мĕн каланă пулăттăр, Анатолий Васильевич;

– Çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес енĕпе сахал мар ĕçленĕ пулин те, хамăрăн çитменлĕхсене тишкерсе вĕсене пĕтерме тăрăшмалла. "Ÿсĕр" преступнăçа, пурлăх çаратассине тата ытти енĕпе те профилактика ĕçĕсем ирттерессине вăйлатмалла. Граждансене право йĕркине пăсмасăр йĕркеллĕ пурăнма сунатăп.

– Тавах калаçушăн.

И.ВЛАДИМИРОВА хатĕрленĕ.

Асăрхаттару ĕçĕсене вăйлатмалла

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика