АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçри çитĕнÿ – чунри киленÿ

01 августа 2012 г.

Аслă çултан Шăхасан ялĕ çумĕпе сылтăмалла пăрăнса кĕрсен куç умне хĕрÿ ĕçсен ÿкерчĕкĕ тухса тăчĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксен уйĕ тăрăх икĕ комбайн шăвать. Вĕсем вĕтетнĕ ешĕл массăна юнашар çыхса янă евĕр пыракан хăватлă машинăсен кузовĕсем çине сирпĕтеççĕ. Купа ÿснĕçемĕн ÿссе пырать. Тулли машина йывăррăн кĕрлесе йĕтем еннелле çул тытсан ун вырăнне тепĕр машина пырса тăчĕ. "ГАЗ-53" грузовикăн рулĕ умĕнче – пенси çулĕсенчи арçын. Унпа калаçса илес тесе кабина патне пытăм.

– Мана курăк выракан комбайн кĕтет. Калаçса тăма вăхăт çук, ĕçлес пулать, – касса татрĕ вăл.

Çук, кăмăлăм хуçăлмарĕ ман. Ахаль те лайăхскер пушшех те çĕкленчĕ. Чăнах та, ĕçе чунĕпе парăннă çынна чăрмантарма мĕнле хăяс-ха. Мĕн тума шутланине ăшăмра хирĕçлесе хире илсе килнĕ уазик салонне кĕрсе лартăм.

– Ăна питĕ лайăх пĕлетĕп эпĕ. Хĕрĕх çул ытла шоферта ĕçленĕ. Пенсире-ха вăл, ĕççире ĕçлеме механизаторсем çитменнипе ăна машинăпа ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Юрий ятлă вăл, хушамачĕ Федотов, – терĕ район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн водителĕ Юрий Сергеев.

Темиçе минут пек хирти ĕçсен кĕввине итлесе, агрегатсем ешĕл ана çийĕн тинĕсри пăрахутсем пек "ишнине" пăхса киленнĕ хыççăн сăртра ларакан йĕтеме çул тытрăмăр. Çывăхри çырма пуçĕнче ĕне кĕтĕвĕ курăк çинче çÿрет. Вĕсем Киров ячĕллĕ кооператив выльăхĕсем иккен. Сĕт-çу ферми йĕтемрен инçех мар вырнаçнă.

– Авă, çул хĕрринче тăракан хĕрарăм çак фермăн заведующийĕ ĕнтĕ, – терĕ АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров. Маншăн Валерий Геннадьевич халĕ кăтартса çÿрекен евĕрех ĕнтĕ.

Эпĕ Ираида Валерьевнăпа, çапла чĕнеççĕ ферма коллективне ертсе пыракана, тĕл пулма васкарăм. Вăл заведующире 2001 çултанпа вăй хурать.

– Фермăра 20 пуç лаша, сăвакан ĕнесем 150, пăрусем 200 ытла. Ĕçлекенсем вун çиччĕн. Тăватă доярка. Пĕринчен тепри маттур. Чи опытли Ираида Козлова, 32 çул тăрăшать. Светлана Степанова фермăна пыракан сукмака 23-мĕш çул такăрлатать. Татьяна Владимировăпа Ираида Васильева та ырă сăмахсене тивĕç. Ĕнесем талăкра вăтамран 15 килограмм антараççĕ. Кăçалхи çур çулта кашни ĕнерен 3 пине яхăн литр суса илтĕмĕр. Хуçалăх ертÿçи Николай Степанович Андреев çак кăтарту çулталăк вĕçĕнче 5 пин пулмалла тет. Вăл калать-тĕк, пурнăçлас тесе пилĕке ыратичченех авма тивет. Ĕçлес туртăм вара самаях пысăк. Хамăр тăрăшсан, Турри пулăшсан çитĕнĕвĕ пулатех ĕнтĕ. Выльăх апачĕ нумай хатĕрлерĕмĕр. Сенаж икĕ шăтăк тултартăмăр, виççĕмĕшне улăп тăпри евĕр меслетпе пуçăнтăмăр. Станислав Волков сенаж пахалăхĕ лайăх сыхланса юлтăр тесе ешĕл массăна тракторпа пусăрăнтарса тăрать. Утă, сенаж хатĕрлес ĕçсем малалла пыраççĕ, – терĕ Ираида Алексеева.

Инçех те мар утта пресласа тунă тĕркесен капанĕ ларать. "Беларусь" трактор пырса прицеп çинчи тĕркесене пушатрĕ. Тракторисчĕпе паллашрăмăр. Василий Алексеев 33-мĕш çул трактор çинче. Çак профессине вăл Канашри 22-мĕш профучилищĕре алла илнĕ.

– Кунне вăтамран 10 рейс тăватăп. Çулĕ çывăхах мар. Хиртен çакăнта çитме 8 çухрăма яхăн. Апат çиме киле кайса вăхăта сая ямастпăр. Хуçалăх столовăйĕнче пĕçернĕ апата хире ятарлă машинăпа илсе тухса çитереççĕ. Условисем аван, ĕçлеме çеç ан ÿркен, – пĕлтерчĕ Василий Павлович.

Вăштăр çил юхăмĕ йĕтем енчен çамрăксен савăк сассине илсе килчĕ. Кунтах икĕ хĕрарăм. Пĕри – Алевтина Милюкова кладовщица. Хăйĕнпе юнашар тăракан ватă хĕрарăм çине кăтартса:

– Ку вара пирĕн Тамара Ивановна Александрова. Пенсире пулин те хуçалăх ĕçĕсенчен ютшăнмасть. Акă халĕ вăл халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пирĕн пата янă çамрăксене ĕç тĕлне пĕлме пулăшать. Унăн вĕренекенĕсем вара улттăн: Лера Яковлева, Ира Александрова, Саша Вурманчева, Таня Трофимова, Аньăпа Дима Ильинсем. Халĕ вĕсем йĕтеме çĕнĕ тырă йышăнма тасатса тирпее кĕртеççĕ. Ывăна пĕлменскерсем уйран машинăсем турттарса килнĕ тырра пушатĕç, алласа тасатĕç, ампарсене кĕртĕç, – терĕ Алевтина Геннадьевна.

Шăхасан çумĕнчи уйра машин-трактор инçете юлнăçемĕн, вĕсен шавĕ лăпланса пынăçемĕн пирĕн кăмăлсем хĕрÿ ĕçсен кĕввипе тулса пычĕç. Чăннипех те кунта лайăхрах ĕçлесе тулăхрах пурăнас тени сисĕнет. Вĕсем мĕнле ĕçленине пăхсан чун савăнать.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика